Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял çыннисемпе - куçа-куçăн

12 августа 2016 г.

Августăн 9-мĕшĕнче Йăлкăш ял тăрăхĕнчи Изванка ялĕнче ĕçлĕ тĕлпулу пулчĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Куликов ялти клуба йышлăн пухăннисене районăн социаллă пурнăçĕпе экономика аталанăвĕн иртнĕ ултă уйăхри кăтартăвĕсемпе паллаштарчĕ.

- Кăçал районăн консолидированнăй бюджетне 142659,3 пин тенкĕ (çулталăкра палăртнин 48,9 проценчĕ) пырса кĕнĕ. Çав шутран налук тата налук мар тупăшсем - 26525,1 пин тенкĕ. Консолидированнăй тăкаксем 137715,5 пин тенкĕпе танлашнă (çулталăкра планпа пăхнин 45,8 проценчĕ), - терĕ Александр Николаевич.

Производство кăтартăвĕсем лайăхлансах пыни курăнать. Харпăр хăй продукцийĕнчен тупăш илесси ÿссех пырать. Çынсен пурнăç условийĕсене лайăхлатассипе те ырă улшăнусем. Хăтлă çурт-йĕрпе тивĕçтересси ăнăçлă пурнăçланса пырать. Çавăн пекех халăха социаллă пулăшу парса пулăшасси те тĕп вырăнта. Вĕренĕве, сывлăх сыхлавне, ял хуçалăхне, строительствăна вăйлатасси, культурăпа канăва лайăхлатас енĕпе те районта сахал мар ĕç тунине яр уççăнах палăртрĕ Александр Николаевич.

Ĕçлĕ тĕлпулăва сумлă хăнасем те хутшăнчĕç. Чăваш Наци Конгресĕн Президентне Николай Угаслова ял çыннисен пурнăçĕпе паллашма интереслĕ пулчĕ.

- Эсир ĕçлеме ÿркенместĕр, çавна май хăвăрăн пурнăç условийĕсене те лайăхлатсах пыратăр, хăтлă çуртсенче пурăнатăр, - калаçрĕ Николй Федорович.

Вăл выльăх-чĕрлĕх усраса, пахча çимĕç, улма-çырла, тырă-пулă туса илсе тупăша ÿстерсе пырассишĕн тăрăшнине ырларĕ, ял хуçалăхĕнче çĕнĕлле ĕçлесе пыма ырă сĕнÿ-канаш пачĕ. Çавăн пекех чăвашлăх туйăмĕ кашни çын чун-чĕринчех пулмалли çинчен те каларĕ.

Республикăри апат-çимĕç фончĕ енĕпе ĕçлекен хысна предприяти директорĕ Александр Федотов ял çыннисемпе куçа-куçăн калаçни те килĕшÿллĕ пулчĕ.

- Сирĕн тăрăхра усă курман çĕрсем те пур-ха. Вĕсене ĕçе кĕртессипе çине тăмалла. Çĕрĕн хуçи пулмалла. Унпа кирлĕ пек усă курсан укçа-тенке вырăнтах, Мускава, ытти çĕре шапашкăна каймасăрах ĕçлесе илме пулать, - терĕ Александр Иванович. Вăл хресчен-фермер хуçалăхĕсене йĕркелемелли çинчен каларĕ.

Ĕçлĕ тĕлпулура ял çыннисем хастар пулчĕç. Вĕсем тĕрлĕ ыйту хускатрĕç.

- Ялти пĕвесем типсе пыраççĕ. Вĕсене юсаса çĕнетме укçа-тенкĕ енĕпе пулăшу илме пулмасть-ши? - терĕç темиçен те.

- Юлашки çулсенче районта пĕвесене пăхса тăрассипе ĕçсем лайăхлансах пыраççĕ. Ялсене тирпей-илем кĕртессипе пуçарулăх кăтартакансем пур. Килĕрен укçа-тенкĕ пухса пĕве юсакансем те пулчĕç. Çав ырă тĕслĕхпе сирĕн те усă курмалла. Тÿрех калатăп, ку енĕпе район бюджетĕнчен укçа уйăрма май çук, - терĕ район администрацийĕн пуçлăхĕ.

Ялти ятлă çынна Владимир Иванова çул ыйтăвĕ канăç памасть иккен.

- Урамри çула асфальтлама пулмасть-ши? - интересленчĕ вăл.

Паллах, ку ыйтăва çывăх вăхăтрах татса пама майсем çук. Çăмăл мар ĕçе пурнăçлама малтанах проект тумалла. Укçи-тенки те чылаях кирлĕ. Çав вăхăтрах Мир урамĕнчи çула пит япăх темелле мар. Кунта пурăнакан уйрăм çынсем ăна вак кирпĕч сарса та хытарнă.

Ял çыннисене яланхиллех тирпей-илем ыйтăвĕ пăшăрхантарать. Пытармалли çук, çÿп-çап енĕпе тирпейсĕррисем те, ăпăр-тапăра ăçта май килнĕ унта пăраханакансем те пур.

- Çÿп-çапа турттарса тухассине йĕркелеме пулмасть-ши? - пĕлесшĕн пулчĕç ял çыннисем.

Çавна пурнăçлама пулать-мĕн. Анчах та килĕренех укçа-тенкĕ уйăрма тивет. Ку енĕпе вара чылайăшĕ хирĕçлесси те паллă. Ял çыннисем ĕçлĕ тĕл пулура кăмăллă юлчĕç.

Елена Иванова.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429250, Аликовский район, д. Илгышево, ул. Школьная, д. 1
Телефон: (83535) 22-1-18
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика