Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пурнăçне юрă-кĕвĕпе çыхăнтарасшăн

15 марта 2016 г.

Чăваш Сурăмĕнчи вăтам шкулта тăххăрмĕш класри 16 вĕренекен йышĕнче тĕрлĕ енлĕ пултарулăхпа палăракансем чылай. Вĕсенчен пĕрисем вĕренÿре пысăк çитĕнÿсем тăваççĕ, предмет олимпиадисенче çĕнтереççĕ, теприсем - спортра малта. Пĕрремĕш ушкăна Анатри Юлăшран ăс пухма çÿрекен Ольга Егоровăна кĕртмелле. Вăл февраль уйăхĕнче пултаруллă ачасен «Смена» форум ĕçне хутшăннă.

Ĕçчен хĕрача туслăха хаклать

Оля 2001 çулта Лев Николаевичпа Римма Зиновьевна Егоровсен çемйинче çуралнă. Амăшĕ Чăваш Сурăмĕнчи почта çыхăну уйрăмĕнче почтальонкăра тăрăшать пулсан, ашшĕ - хуçалăхра механизатор. Хĕрача, пĕчĕкрен ĕçе хăнăхнăскер, ашшĕ-амăшĕшĕн пысăк тĕрев. Çаврăнăçуллăскер картишĕнчи ĕçсене те хаваспах пурнăçлать, выльăх-чĕрлĕх пăхнă çĕрте те унăн тÿпи пур, çуллахи вăхăтра пахчара тимлет. Анчах та тĕп вырăнта Ольăшăн - вĕренÿ. Тантăшĕсемпе сăпайлă, туслăха хаклама пĕлекен хĕрача вĕренÿре те, класспа, шкул тулашĕнчи мероприятисенче те хастарлăхпа палăрать. Ольăн ĕмĕчĕсем пысăк, вăл кульура училищине вĕренме кĕрес тĕллевлĕ, хорпа юрăсем юрлаттаракан преподаватель пуласшăн.

Пултарулăхпа палăрнăшăн - путевка

Кăçалхи вĕренÿ çулĕнче район шайĕнче ирттернĕ чăваш чĕлхипе литература олимпиадинче О.Егорова çĕнтерÿçĕсен йышне лекнĕ. Район шайĕнчи «Exselsior» наукăпа практика конференцине тĕпчев ĕçĕпе хутшăнса тантăшĕсем хушшинче иккĕмĕш вырăна тухнă. Пĕлтĕр те пултаруллă вĕренекен тĕрлĕ шайри конкурсра палăрнă. Унăн асĕнче «Талантсен калейдоскопĕ» фестивале, ялти ачасемпе çамрăксен республикăри пултарулăх, Пĕтĕм Раççейри ачасемпе çамрăксен хор коллективĕсен «Шăпчăксем» конкурсĕсене хутшăнни, 1-мĕш степеньлĕ ларуреат пулса тăни.

Çавăн пекех Оля «Смена» форумра ирттернĕ вăхăта та нихăçан та манмĕ. «Мана тăван кĕтесрен инçете çул çÿреве тухма путевка тивĕçнишĕн питĕ савăнтăм. Эпир Чăваш Енрен «Смена» форума вуннăн хутшăнтăмăр, икĕ талăка яхăн пуйăспа кайрăмăр. Асăннă мероприяти Анапа хулинчен инçех мар вырнаçнă поселокра иртрĕ. Форумра эпир Адыгей республикинчи ачасемпе пĕр отрядра кантăмăр. Кунта тунсăхлама вăхăт пулмарĕ, кунсем мероприятисенчен пуян пулчĕç: мастер-классем, лекцисем, канупа ташă каçĕсем, спорт ăмăртăвĕсемпе тĕрлĕ вăйăсем иртрĕç. Хура тинĕс хĕррипе уçăлса çÿрени яланлăхах асра çырăнса юлчĕ», - манпа сывпуллашнă май пĕлтерчĕ вĕренекен.

П. ЕФИМОВ, Чăваш Сурăм сали.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429261, Аликовский район, с. Чувашская Сорма, ул. Советская, д. 26
Телефон: 8(83535) 64-2-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика