Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Бизнеса пулăшма

13 февраля 2016 г.

Нарăс уйăхĕн 9-10-мĕшĕсенче Шупашкарта Раççей Федерацийĕн Федераци Пухăвĕн Патшалăх Думин Анатолий Аксаков ертсе пыракан Экономика  политики, инноваци аталанăвĕ тата предприниматальлĕх енĕпе ĕçлекен комитечĕн вырăна тухса йĕркелекен ларăвĕ иртнĕ. Маларах Чăваш Ен Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев «Пĕчĕк тата вăтам предпринимательлĕхе аталантарас тĕлĕшпе ĕçлекен федераци корпорацийĕ» акционер обществин генеральнăй директорĕпе Александр Браверманпа тĕл пулнă, электрокластер ÿсĕмĕ, çитĕнÿ тăвакан пĕчĕк тата вăтам бизнесăн ырă тĕслĕхĕсем çинчен пĕлтернĕ, патшалăх саккасĕсене пурнăçлама Чăваш Енри пĕчĕк тата вăтам предприятисене явăçтарас ыйтăва çĕкленĕ.

М.Игнатьевпа А.Браверман ЧР Министрсен Кабинечĕ тата корпораци хушшинче ĕçлĕ çыхăну йĕркелесси çинчен килĕшÿ тунă. Çавăн пекех корпораци республикăн «Патшалăх тата муниципалитет пулăшăвĕ паракан нумай функциллĕ центр» автономи учрежденийĕпе тата Раççей регионĕсен банкĕсен ассоциацийĕпе çавнашкал документ çирĕплетнĕ.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика