Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тĕрлĕ ыйтусене сÿтсе яврĕç

27 марта 2013 г.

Кашни çулах граждансен пухăвĕнче район администрацийĕн специалисчĕсем, халăха ĕçпе тивĕçтерекен центрта, пенси фондĕнче тата шалти ĕçсен пайĕнче тăрăшакансем ял çыннисемпе тĕл пулусем ирттереççĕ, район хыпарĕсемпе, иртнĕ çулхи ĕçсен пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштараççĕ, тĕрлĕ ыйтусене халăхпа сÿтсе яваççĕ.

Хальхинче çакăн пек тĕл пулу Кивĕ Сĕнтĕр ялĕнче пулса иртрĕ. Пухăва район администрацийĕн пуçлăхĕ М.Р.Афанасьев та хутшăнчĕ. Мероприятие Александровка ял поселенийĕн пуçлăхĕн тивĕçĕсене пурнăçлакан Л.А.Полякова уçрĕ, вăлах ертсе пычĕ, 2012 çулăн ĕç пĕтĕмлетĕвĕсемпе паллаштарчĕ. Культура çурчĕн ĕçченĕ В.А.Ванюркин творчествăлла отчет туса пачĕ, малашнехи плансем çинче чарăнса тăчĕ. Ун хыççăн Е.Г.Костякова библиотека ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ.

Халăха хумхантаракан ыйту нумай. Районтан килнĕ хăнасем чылайăшĕн çине тÿрех хурав тупса пачĕç, хăшĕсене вара çывăх вăхăтрах татса пама шантарчĕç.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика