Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Волейбол вăййи хавас иртрĕ

17 февраля 2016 г.

Февралĕн 13-мĕшĕнче «Хĕлхем» спорт шкулĕнче оборонăпа массăллă тата спорт ĕçĕсен уйăхлăхĕнче районти организацисемпе предприятисенчи, ял тăрăхĕсенчи арçынсен командисем хушшинче йăлана кĕнĕ тăрăх волейбол выляссипе ăмăрту иртрĕ. Унта Ехремкасси, Йăлкăш, Чăваш Сурăм, Тавăт, Тени ял тăрăхĕсен командисем хутшăнчĕç. Спорт мероприятине район администрацийĕн вĕренÿ пайĕн начальникĕ Эдуард Николаев уçрĕ, спортсменсене ăнăçу сунчĕ.

Ăмăртăва çамрăксене физкультурăпа спорта явăçтарас, сывă пурнăç йĕркине пăхăнса пурăнма хăнăхтарас тĕллевпе ирттерчĕç. Мероприяти савăнăçлă та çивĕч пулчĕ. Тавăт ял тăрăхĕн команди пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕш вырăна ехремкассисем тухрĕç. Виççĕмĕшĕнче - йăлкăшсем пулчĕç.

Çĕнтерÿçĕсемпе призерсене Хисеп хучĕсем, медальсем тата парнесем парса чысларĕç.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429261, Аликовский район, с. Чувашская Сорма, ул. Советская, д. 26
Телефон: 8(83535) 64-2-17
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика