Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ĕç çыннин çулталăкне уçрĕç

15 февраля 2016 г.

Районăн тĕп Культура çуртĕнче çак эрнери кĕçнерникун уяв мероприятийĕ иртрĕ. Вăл Раççейре - Кино, Чăваш Енре - Ĕç çыннин çулталăкне уçнине халалланăскер пулчĕ. Асăннă мероприятие район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Григорьев саламлă сăмахсемпе уçнă май, рабочи профессийĕн пĕлтерĕшĕ юлашки çулсенче чылай ỹснине, ĕç çынни пурнăçланă ĕç çĕршыв аталанăвне çав тери пысăк тỹпе хывнине палăртрĕ. "Шкул пĕтернĕ çамрăксенчен çуррийĕ ытла рабочи профессине суйласа илнĕ. Ку питĕ кăмăллă пулăм", - пĕлтерчĕ Владимир Иванович. Уява пухăннă çынсенчен чылайăшĕ районти ĕç династийĕсен представителĕсем пулчĕç. Вĕсен хушшинче хăйсен пурнăçне тĕрлĕ профессипе çыхăнтарнисем, Андреевсен, Константиновсен, Ларионовсен, Совинсен, Шахловсен, Кураковсен тата ыттисен çемйисем те. Районти ĕç династийĕсен иккĕмĕш слечĕн Йĕркелỹ комитетĕнчен вĕсем пурте район администрацийĕн пуçлăхĕ алă пуснă Тав çырăвĕсем, асăнмалăх парнесемпе ятарлă призсене тивĕçрĕç. Мероприяти ĕç çыннине халалланă савăнăçлă концертпа вĕçленчĕ. Асăннă уяв çинчен çитес вырăсла кăларăмра тĕплĕнрех çырса кăтартăпăр.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429562, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, с. Первое Чурашево, ул. Школьная, 9б
Телефон: (83542) 34242
Факс: (83542) 34242
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика