Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял çыннин вăйĕ – пĕрлĕхре

15 февраля 2016 г.

Районта 2015 çулта ял хутлăхĕсем тунă ĕçе пĕтĕмлетессипе отчетлă пухусем малалла пыраççĕ. Шуршăл, Чăнкасси, Шĕнерпуç, Хуракасси ял хутлăхĕсенче вĕсем пулса та иртрĕç ĕнтĕ. Иртнĕ юнкун вара кун пек пуху Урхас Кушкă ял хутлăхĕнче иртрĕ. Унта район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Григорьев, район администрацийĕн вĕрентỹпе çамрăксен политикин пайĕн пуçлăхĕ С.Арсентьева, ялхуçалăх пайĕн пуçлăхĕ В.Васильев, культурăпа социаллă аталану пайĕн пуçлăхĕ Э.Упракина, Раççей Пенси фончĕн районти пайĕн пуçлăхĕ М.Маренина, чĕрчунсен чирĕсемпе кĕрешекен районти станци пуçлăхĕ В.Уланкова, Урхас Кушкă ял хутлăхĕнчен суйланнă район Пухăвĕн депутачĕ В.Хлебников, пушар хуралĕн надзор уйрăмĕн патшалăх инспекторĕ В.Сапожников, районти ВДПО уйрăмĕн председателĕ В.Семенов, Октябрьски райпо Совечĕн председателĕ тата район Пухăвĕн депутачĕ Р.Почемов, полици участокĕн уполномоченнăйĕ Т.Осокина, Урхас Кушкă ял хутлăхĕн депутачĕсем тата ытти специалистсем хутшăнчĕç. Тĕп докладпа Культура çуртĕнче пуçтарăннă халăх умне Урхас Кушкă ял хутлăхĕн пуçлăхĕ В.Орлов тухса калаçрĕ. Владимир Альбертович иртнĕ çул хутлăхра тунă ĕçпе, ял хутлăхĕн бюджечĕ епле пурнăçланнипе тĕплĕн паллаштарчĕ, нумай цифрăсем илсе кăтартрĕ. Пĕлтĕрхи бюджетăн тăкак пайĕ виçĕмçулхипе танлаштарсан 2 миллион тенке яхăн сахалтарах пулнă. Паллах, çакă бюджет укçипе перекетлĕрех усă курмаллине пĕлтерет. Вăл вырăнти хутлăх аппаратне, хутлăх администрацийĕн çуртне тытса тăма, çар учетне туса пыма каять. Пĕлтĕр Караньялти, Упакассинчи, Этнескерти хăшпĕр урамсенчи çулсене юсанă. Упакассинче ФАП патне илсе пыракан çула (вăл шутра халăх вăйĕпе те) вак чулпа сарнă. ФАП тавра карта тытнă, çăл (скважина) чавнă, шыв пăрăхĕсем хывнă, ăшăтмалли системăна хута янă тата ытти ĕçсем те тунă. Владимир Альбертович Урхас Кушкăри шыв пăрăхĕсем кивĕ пулнине палăртрĕ. Вĕсем, иртнĕ ĕмĕрĕн 70-мĕш çулĕсенче хывнăскерсем, час-часах шăта-шăта тухаççĕ. Сăмахран, кăçалхи кăрлач уйăхĕнче вĕсене виçĕ хутчен саплама лекнĕ. Башньăсене тытса тăрасси те йывăрлăхсем кăларса тăратать. Халăх хушшинче вара усă курнă шывшăн вăхăтра тỹлеменнисем сахал мар. Кун пеккисенчен малашне хытăрах ыйтма лекет. Çỹп-çап ыйтăвĕ те çивĕч тăрать ялсенче. Нумай чух тĕрлĕ ăпăр-тапăра çырмана пăрахаççĕ, тавралăха сиен кỹреççĕ. В.Орлов ятарлă контейнерсем (уйрăмах лавккасем, социаллă объектсем çывăхĕнче) лартмаллине палăртрĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Григорьев контейнерсем пулмасан та çỹп-çапа михĕсене пуçтарса типтерлĕн купаласа хума сĕнчĕ. Кайран ăна транспортпа тиесе тухма пулать. Хăшпĕр ялсенче çапла тăваççĕ те. Паллах, халăх хăй тăрăшмасан ăна никам та аякран килсе тирпей-илем туса памасть. Ку шухăша ытти тухса калакансем те палăртрĕç. В.Орлов урамсене каçсерен çутатма та укçа сахал мар тухса кайнине палăртрĕ. Тепĕр чух юпа çинчи лампăчкăсем тул çутăлсан та чылайччен çунаççĕ. Халăхăн электричествăпа перекетлĕрех усă курма вĕренмелле. Халĕ ялсенче урам тăрăх ирĕклĕн чупса çỹрекен йытăсем нумайланчĕç. Вĕсем уртаракан чир çăлкуçĕ пулса тăма, çынсене çыртса суранлама пултараççĕ. Владимир Альбертович йытăсене сăнчăрта тытма ыйтрĕ. Ун пек тумасан вĕсене ятарлă бригада тытса кайма пултарать. Ял хутлăхĕн пуçлăхĕ кăçал тумалли ĕçсемпе, пурнăçламалли тĕллевсемпе те паллаштарчĕ. Пысăк задачăсенчен пĕри - çĕр пайĕсене йĕркелĕхе кĕртсе çитересси. Ял халăхĕн çĕр участокĕсене ятарлă документсем туса харпăрлăха илмелле. Унсăрăн çĕр пайĕсем ял хутлăхĕн фондне куçма пултараççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Григорьев малашне çĕрсене пушă, "ĕçлеттермесĕр" вырттаракансем çине пысăк штрафсем хума пултарассине пĕлтерчĕ. Ку енĕпе саккунсем çирĕпленсех пыраççĕ. Пуçтараннă халăх умĕнче Сĕнтĕрвăрринчен килнĕ ытти хăнасем те тухса калаçрĕç. А.Сапожниковпа В.Семенов, сăмахран, пушар хăрушсăрлăхĕ çинче чарăнса тăчĕç, халăха асăрхаттару хучĕсем (памяткăсем) салатса пачĕç. В.Уланкова выльăх тытакансене уртаракан чир, лейкоз ересрен мĕнле мерăсем йышăнмаллине ăнлантарса пачĕ. Сăмах ĕнесене искусственнăй майпа пĕтĕлентернин усси пысăк пулни çинчен те пулчĕ. Сысна тытакансен те сыхă пулмалла, юнашар регионсенче çак чĕрчунсем Африка чумипе чирленĕ тĕслĕхсем тупса палăртнă. Шел те, çак чиртен сыхланма вакцина çук. Чирлĕ выльăха пусса çунтарса яма лекет. В.Васильев районти тата ял хутлăхĕнчи выльăх ĕрчетессипе çыхăннă статистикăпа паллаштарчĕ. Урхас Кушкă тăрăхĕнче пурăнакансем 450 пуç мăйракаллă шултра выльăх тытаççĕ, вĕсенчен 299 - сăвакан ĕнесем. Владимир Варсонофьевич ку кăтартусем япăх маррине палăртрĕ. Анчах та уйрăм çынсен татах та ытларах выльăх тытма тăрăшмалла. Çакна валли условисем пур. Тырă, улăм кирлĕ пулсан ку ыйтупа В.Хлебников фермер патне пыма пулать. Пухăва пынисем туса илнĕ пахчаçимĕçе вырнаçтарасси пирки те кăсăкланчĕç. Район администрацийĕн представителĕсем ку ыйтупа та пулăшма шантарчĕç. Т. Осокина районти тата ял хутлăхĕнчи криминаллă лару-тăру çинчен каласа кăтартрĕ. Çынсене пĕр-пĕринпе туслă пурăнма, ырă ĕçсем ытларах тума, йывăрлăха кĕрсе ỹкнисене алă тăсса пама чĕнсе каларĕ. Преступлени тăвакансене вара пытармалла мар, вĕсене тỹрĕ çул çине кăларма полици сотрудникĕсене пур енлĕн пулăшмалла. Октябрьски райпо Совечĕн председателĕ тата район Пухăвĕн депутачĕ Р.Почемов пухăннисен нумай ыйтăвĕсене хуравларĕ. Паллах, ялти лавккасене, уйрăмах пĕчĕк ялтисене, тытса тăрассине тупăшлă тесе калаймăн. Вĕсене ăшă паракан системăпа та, газпа та, шывпа та, пушартан сыхлакан хăрушсăрлăх системипе те тивĕçтермелле, ăшчикне те, тулашне те илемлĕ, çутă, хăтлă тумалла. Ку тĕлĕшпе сахал мар укçа тăкаклама лекет. Çапах та райпо ял çыннисене йывăрлăхра хăварас мар, чи кирлĕ таварсемпе тивĕçтерес тесе хăйĕнчен мĕн килнине пĕтĕмпех тăвать. Çав вăхăтрах унăн пĕтĕм йышши налуксене, Пенси фондне тыта ытти тỹлевсене вăхăтра тỹлесе тăмалла (çулталăкра 34 миллион тенкĕ таран). Унсăр пуçне унăн чылай чух лавккасем патне пыракан çулсене те, çывăхри территорие те тирпейлĕхре тытма лекет. Райпо магазинĕсенче (уйрăм усламçăсемпе танлаштарсан) пахалăхлă, сертификатпа çирĕплетнĕ тавар çеç (вăл шутра эрех-сăра та) сутаççĕ. Паллах, ялсенче уйрăм çынсен магазинĕсем, хулара гипермаркетсем уçăлни райпона çивĕч конкуренцие кĕртсе ỹкерет. Халĕ тата тепĕр йывăрлăха çĕнтерме лекет унăн. Патшалăх пĕтĕм суту-илỹ точкисенче эрех пахалăхне тĕрĕслемелли системăна пурнăçа кĕртесшĕн. Ăна ĕçлеттерсе яма кашни лавккарах компьютер, Интернет, ятарлă программа кирлĕ. Лавккаçăсен те çак системăпа ĕçлеме пĕлмелле. Ăна пурнăçа кĕртме вара çĕршер пин тенкĕ тăкаклама лекет. Апла пулин те Радим Вячеславович ку йывăрлăха ăнăçлăн çĕнтерессе шанать. Пуху ĕçне район администрацийĕн пуçлăхĕ В.Григорьев пĕтĕмлетрĕ. Вăл районти нумай проблемăсене (çĕнĕ çулсем,çуртсем тăвассипе,çĕре "ĕçлеттерессипе", çĕнĕ ĕç вырăнĕсем тăвассипе çыхăннисене) çĕклерĕ. Çывăх çулсенче выльăх-чĕрлĕх ĕрчетесси татах та вăйланĕ. Хуракасси ял хутлăхĕнче 500 пуç вырнаçмалăх мăйракаллă шултра выльăх ферми тума палăртнă. "Цивильский бекон" сысна комплексĕн ертỹçисем Çатракасси тăрăхĕнче пушă выртакан çĕрсене "ĕçлеттерсе" ярасшăн. Пуçтарăннисене Владимир Иванович пирĕн района патшалăх енчен пысăк пулăшу панине те тепĕр хут аса илтерчĕ. Район бюджечĕн тупăш пайĕ ытларах дотаци шучĕпе пурнăçланать. Тивĕçлĕ канăва тухнисене, инвалидсене тата çăмăллăхпа усă куракансене паракан пенсисемпе пособисене, социаллă пулăшăва, социаллă программăсене тата грантсене шута илсен, патшалăх района уйăрса панă укçа 1 миллиард тенкĕ ытла шутланать (хамăр илнĕ тупăшран 4 хут пысăкрах). Çапла вара хальхи влаç халăхшăн тăрăшни куçкĕрет. Çакна çитес суйлава хутшăннă чухне те шута илмелле. Пухăва хутшăннисем район администрацийĕн, тĕрлĕ служба тата тытăмсен ĕçченĕсенчен хăйсен ыйтăвĕсем çине татăклă хуравсем илчĕç. Пуху вĕçĕнче районти "Сурхури хĕлхемĕ" конкурсра палăрнисене Тав çырăвĕсем тата Хисеп хучĕсем парса чысларĕç. Вĕсен шутĕнче - Урхас Кушкăри "Çăкăр" лавкка заведующийĕ В. Иванова, тĕп Культура çурчĕн заведующийĕ Н.Волкова, "Валерия" (В.Чучакова) тата "Иньянь" (В.Иванов) лавккасем. Пуху хыççăн пуçтарăннисем Урхас Кушкă шкулĕнче вĕренекенсен тата культура ĕçченĕсен концертне пăхса савăнчĕç. И.ВАСИЛЬЕВ

 

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429562, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, с. Первое Чурашево, ул. Школьная, 9б
Телефон: (83542) 34242
Факс: (83542) 34242
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика