Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çăмăл шăпа пÿрмен вèсене.

07 октября 2015 г.

Çăмăл шăпа пÿрмен вèсене.

         Иртнè эрнере, октябрèн 1-мèшèнче, Пèтèм тèнчери ватă çынсен кунне паллă турăмăр.

         Асăннă кун Мулкачкассинчи клуба таврари 14 ялтан ватăсем йышлă пухăнчèç. Вèсене кунта тăван халăхăмăр авалхи йăли-йèркипе ăшă кăмăлпа, тутлă çăкăр-тăварпа, кăпăклă та ытарайми техèмлè сăрапа сăйларèç. Хăйсене çапла тарават, ăшă кăмăлпа кèтсе илнишèн ватăсем хèпèртесе уява хатèрленисене тав турèç.

         Уява уçса Орининял тăрăхèнчи ветерансен канашèн председателè Валерий Вязов пухăннисене Пèтèм тèнчери ватă çынсен кунè ячèпе ăшшăн саламласа сăмах каларè., ветерансен районти канашè ячèпе ырлăх-сывлăх, вăрăм кун-çул сунчè. Çавăн пекех ватăсене район администрацийèн вèренÿ, çамрăксен политикин тата физкультурăпа спорт  пайèн пуçлăхè Зоя Дипломатова, Оринин ял тăрăхèн пуçлăхè Александр Волков ăшшăн саламларèç, канлè ватлăх, вăрăм èмèр сунчèç.

        Манăн кунта çакна та палăртса хăварас килет. Ветерансен канашèн  ырă йăла пур: хамăр  ретрен èмèрлèхе уйрăлса кайнă ватăсене асра тытасси. Акă халè те, ватă çынсен кунне паллă тунă май, иртнè çулхи октябрèн 1-мèшèнчен пуçласа кăçалхи октябрèн 1-мèшèччен вилнè ватă ентешсене ура çине тăрса кашнинех ятран уйрăммăн  асăнчèç.

        Аслă ăрусен пурнăçèпе èçè-хèлè çамрăк ăрушăн  - хаклами ырă  тèслèх. Çавăнпа вèсене чыслама Орининти «Золушка» ача садне çÿрекенсем те хутшăнчèç. Пèчèкскерсем уява пухăннă ватăсене хăйсен пултарулăхèпе, чылай юрă-ташăпа савăнтарчèç.

         Мулкачкассинчи Н.Ф.Кузнецован Орининти вăтам шкулта тăваттăмèш класра вèренекен кèçèн мăнукè  Карина Васильева та «Пукане»  юрра илемлè юрласа пачè те аслă асламăшне   Наталия Федоровнăна чуп туса чечек çыххи парнелерè.  Çакăншăн ырласа ăна алă çупса тав турèç.

        Çак уява кăçал тивèçлè канăва тухнă, çапах обществăлла èçсенче хастар вăй хуракансене те чысларèç. Вèсенчен пèри – Любовия Николаевна Волкова. Вăл Çèньял Оринин ялèнче староста тивèçèсене тÿрè кăмăлпа пурнăçлать.

         Оринин ял тăрăхèнче халăх хуçалăх отраслèнче хастарлăх кăтартса вăй хунă хыççăн тивèçлè канăва тухнисем сахал мар. Çав йышран 70, 90 тата аслăрах çулсенчи сумлă ватăсене тивèçлипех чысларèç.

          «Восток» ял хуçалăх предприятийèн агрономè З.Степанова правлени ячèпе уй-хирте, выльăх-чèрлèх фермисенче ырми-канми вăй хунă ватăсене парнесем пачè, вèсене ăшшăн тав туса татах та нумай çул  пурăнма ырлăх-сывлăх сунчè.

           Ветерансен канашèн председателè В.Вязов 70 çул тултарнисене Çèньял Оринин ялèнчи Раиса Кузьминапа Мулкчкассинчи Николай Галкинăн тата Иван Угольниковăн кăкăрèсем çине хèрлè хăюллă юбилей медальонè çакса вèсене ăшшăн саламларè, пурнăçра ăнăçу, вăрăм кун-çул сунчè.

           Çавăн пекех вăл 70 çултан иртнисенчен ваттисен канашèн членне, Мулкачкассинчи Галина Гавриловна Ершовăна та обществăлла èçри хастарлăхшăн, ял хуçалăх предприятийèнче бухгалтерта чылай çул вăй хунăшăн  тав туса асăнмалăх  тутăр парнелерè, ырлăх-сывлăх, малашне те ăнăçусем сунчè.

           Шел пулин те, асăннă мероприятие сумлă ватăсенчен чылайăшè çулèсене кура сывлăх хавшанипе хутшăнаймарèç, сахаллăн пулчèç. Вèсенчен пèри – Мулкачкассинче çуралса ÿснè Евгения Бычкова. Вăл та Тăван çèршывăмăра тăшманран çăлса хăварма пысăк тÿпе хывнă. Хаяр вăрçă çулèсенче çар заводèнче стрелок пулса çар хатèрèсем упранакан склада хуралланă.

          1418 куна пынă хаяр та юнлă Аслă Отечественнăй вăрçăн  юлашки залпèсем кèрлесе чарăннă май, фронтри паттăр  салтак-ентешсем тăван яла çèнтерÿпе таврăннă. Вèсен йышèнче  - Антип Бычков салтак та. Часах Евгения хèрпе Унтип каччă пèр-пèринпе килèштерсе çèнè çемье çавăраççè. Вèсем тăхăр ача çуратса ÿстереççè, пурнăç çулè çине кăлараççè. Е.Ф.Бычкова килти вак-тèвек èçсенче Алеша ятлă кèçèн ывăлèпе Алина кинне пулăшать. Виçè мăнукèшèн юратнă асламăшè пушă вăхăтра ал èçне кÿлèнет. Уява хатèрленсе клубра ал èç ăстисен èçèсен куравне те йèркеленè. Экспонатсемпе паллашнă май унăн èçèсене те ырласа тулли кăмăлпа хакларèç.

           Ветерансен канашèн председателè В.Вязов хастар чун-чèреллè, èçрен ÿркенмен, тивèçлè канăва тухнă 90 тата аслăрах çулсенчи ватăсенчен Çèньял Оринин ялèнчи Марта Волковăпа Орининти Евгения Шерстяковăна тата Мулкачкассинчи Евгения Бычковапа Наталия Кузнецовăна та сцена çине чèнсе халăх умèнче ăшшăн  тав турè, асăнмалăх парнесем пачè, татах та вăрăм кун-çул пурăнма çирèп сывлăх сунчè. Хисеплè ватăсем ячèпе кучченеç – торт пулчè, илемлè чечек çыххисем парнелерèç.

        - Пире çакăнта пèрле пухса чыс-хисеп тунăшăн, манманшăн  тавах сире пурне те. Хальхи çамрăксене èçèсенче хастарлăхпа тÿр кăмăллăх, пурнăçра ăнăçу, ырлăх-сывлăх сунатпăр, - терèç хисеплè ватăсем.

           Çак мероприятие килнè  ватăсене Мулкачкассинчи ял клубè çумèнче йèркеленнè «Пучах» ушкăн артисчèсем юрă-кèвèпе тата ташшипе савăнтарчèç. Уйрăм юрăçсенчен Надежда Иванова «Юрататăп, аннеçèм, сана» юрăпа сламланине чылайччен алă çупса йышăнчèç. Çавăн пекех Галина Мясникова, уява ертсе пыракан Венера Васильева та (Оринин клубèн ертÿçи) кăмăла каякан илемлè юрăсем парнелерèç.

            Ватă çынсен кунне паллă тума Мулкачкассисем тèплèн хатèрленнè. Ялти клубăн пысăк залèнче хăнасене сăйлама сèтел тулли апат-çимèç хатèрленè. Ветерансен канашèн членè Галина Ершова хатèрленè кăпăклă сăрине ырласа астивсе пăхрèç çакăнта пухăннисем.

           Кунта хутшăннисен кăмăлèсене тивèçтерсе Пèтèм тèнчери ватă çынсен кунне тивèçлипех уяв пек хатèрленсе ирттернèшèн, ватăсене хисеплесе чысланăшăн хаçат урлă Оринин ял тăрăхèн администрацийèн пуçлăхне А.Волкова, ветерансен канашèн председательне В.Вязова, Культура çурчèсен ертÿçисене А.Налимовăпа В.Васильевăна, «Золушка» ача сачèн ертÿçине Н.Ивановăна, çавăн пекех спонсорла пулăшу панăшăн «Оринино» тата «Восток» хуçалăхсен ертÿçисене Ю.Шишокинпа В.Налимовăна,   Н.Кожевников предпринимателе тав туса ырлăх-сывлăх, телей, ăнăçу сунатпăр.

А.Шариков

         

         

    

  

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники сегодня

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика