10 октября 2015 г.
Комисси рейд ирттерчĕ.
«Çамрăк ăрăвăн сывлăхĕшĕн тата хăрушсăр-лăхĕшĕн» акцине хутшăнса Уçырма ял тăрăхĕнче рейд ирттерчĕç. Преступлени тăвассинчен асăрхаттаракан комисси составĕнче - ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В. Иванов, полици инспекторĕ Н. Иванова, полици аслă сержанчĕ Т. Артамонова, вырăнти депутат, хĕрарăмсен канашĕн председателĕ Ю. Николаева, ял тăрăхĕн администрацийĕн аслă специалисчĕ Т.Иванова. Вĕсем Ленин урамĕнчи килсенче пулчĕç.
Комисси членĕсем ял çыннисемпе пушар хăруш-сăрлăхĕн правилисем тата право йĕркисем çинчен калаçусем ирттерчĕç. Тĕн конфликчĕсем, нацисен хушшинчи хирĕçÿсем инкек кÿнине ăнлантарса пачĕç.
Çул çитмен ачасемпе ĕçлекен А. Иванова инспектор тĕрĕслев вăхăтĕнче икĕ протокол çырчĕ.
В. Тимофеев