10 октября 2015 г.
Ҫӱп-ҫапран тасатсах тӑраҫҫӗ.
Уҫырма ял тӑрӑхӗнче тавралӑха ҫӱп-ҫапран тасатса тӑрасси тивӗҫлӗ вырӑнта. Нумаях пулмасть ял тӑрӑхӗн администрацийӗ, культура ӗҫченӗсем субботник ирттернӗччӗ. Тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑр 114 михӗлӗх пухӑннӑ. Ӑна «Трансремстрой» тулли мар яваплӑ пӗрлӗхӗн автомашинипе Тӑвай районӗнчи ҫӱп-ҫап тӑкмалли вырӑна леҫнӗ.
Ял тӑрӑхӗн администрацийӗ кашни уйахӗн юлашки эрне кунӗнче халӑх пуҫтарнӑ ҫӱп-ҫапа михӗсене тиесе каять. Ҫынсем тулли михӗсене кил умне кӑларса лартаҫҫӗ.
В. Тимофеев.