10 октября 2015 г.
Йӗлтӗҫӗсем ҫулла та ӑмӑртаҫҫӗ.
Районти ачасемпе ҫамраксен Г.Н. Смирнов ячӗллӗ спорт шкулӗ Уҫырма ҫывӑхӗнче асфальт ҫулӗ ҫинче йӗлтӗр роллерӗсемпе чупакансен уҫӑ ӑмӑртӑвне ирттернӗ. Старта Уҫырма, Асхва, Карӑклӑ, Сухайкасси ял тӑрӑхӗсен тата Вӑрнар районӗн ачисем тухрӗҫ. 2004-2005 ҫулсенче ҫуралнӑ ачасен ушкӑнне ролик конькисемпе усӑ курма ирӗк панӑ.
Мероприятине савӑнӑҫлӑ уҫнӑ чухне ӑмӑртӑва хутшӑнакасене спорт шкулӗн директорӗ В. Никитин, Уҫырма ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ В. Иванов тата ӑмӑртӑвӑн тӗп судйи В. Никоноров саламланӑ.
Старта чи малтан, 2400 метрлӑ дистанцине, 2004-2005 ҫулсенче ҫуралнӑ арҫын ачасем тухнӑ. Чи лайӑх вӑхӑт Карӑклӑри Саша Никоноровӑн, иккӗмӗшпе виҫҫӗмӗш вырӑнта – Данил Петровпа Павел Маркедантовӑн (иккӗшӗ те Сухайкассинчен). Ыттисем пурте 4000 метра чупнӑ. Хӑйсен ӱсӗмӗсен ушкӑнӗсенче финиша чи малтан Андрей Григорьевпа Саша Иванов (Уҫырама), Данил С ергеев (Вӑрнар районӗ), Валерия Архипова, Аня Иванова тата Наташа Архипова (Уҫырма) ҫитнӗ, Данил Семеновпа (Сухайкасси) Степа Евграфовӑн тата Галя Тихонован (Уҫырма) иккӗмӗш, Юра Сергеевӑн (Вӑрнар районӗ), Костя Тихоновӑн, Женя Грачевӑн, Маша Васильеван (виҫҫӗшӗ те Уҫырмаран) виҫҫӗмӗш кӑтартусем.
Малти виҫӗ вырӑна йышӑннисене дипломсем тата укҫан перми парса хавхалантарнӑ.