Малобикшихский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Туслǎхпа, юратупа, анчах – паспортсǎр…(Канаш ен №51 от 22 июля 2015 года)

24 июля 2015 г.

Çынна телей, ырǎ кǎна суннипе палǎрса тǎрать çак çемье. Кĕвĕçÿ, тарǎху мĕнне пĕлмеççĕ вĕсем, нихǎçан та никама та усал сунмаççĕ, вǎрçǎнмаççĕ, мула, пуянлǎха та хапсǎнмаççĕ, мĕн пуррипе чуна çырлахтарса, çĕнĕ кун килнишĕн савǎнса пурǎнма пĕлеççĕ. Мĕн пĕчĕкренех Тура ĕненсе тÿрĕ çулпа утма, çынна ырǎ кǎна тума хǎнǎхнǎ вĕсем.

Канаш районĕнчи Уçырма тǎрǎхне кĕрекен Кĕлтеçулĕнчи Козловсем патне хĕрарǎмсен вырǎнти канашĕн ертÿçипе Юлия Николаевнǎпа кĕтмен çĕртен çитсе кĕни , тен, аванах та пулмарĕ, çапах та хапха алǎкне уçнǎ май сакǎр ача амǎшĕн сǎн – питĕнче кǎмǎлсǎрланни палǎрмарĕ. Валя аппа чĕнмен хǎнасене урама тухсах кĕтсе илчĕ.

Алǎк уратинчен кĕнĕ – кĕмен  çемьери чи пĕчĕккисенчен пĕри кухньǎри диван çине йǎпǎр япǎр хǎпарса кайрĕ те ǎшшǎн çупǎрласа питçǎмартинчен чуптурĕ. Йĕкĕрешсенчен тепри залран чупса тухса мǎйран уртǎнчĕ. Шǎпǎрлансен шухǎлǎхĕ, палламан çынран кǎшт та ютшǎнманни кĕтменлĕх пулчĕ маншǎн. »Ахальтен мар , апла ку çемьере юратупа туслǎх хуçаланать»,- текен шухǎш вĕлтлетрĕ  пуçра.

 Пÿртре сǎмсана кǎтǎклакан тин çеç пиçнĕ çǎкǎр шǎрши сарǎлнǎччĕ. Космапа Демьянǎн çуралнǎ кунĕ иккен. Амǎшĕ ир – ирех тǎрса чуста хунǎ. Ашшĕпе амǎшĕ вĕсене мула хапсǎнман , çынсене ырǎ туса тĕлĕнтернĕ, чир – чĕртен сыватнǎ çветтуйсен /3 – мĕш ĕмĕр çурринче – 4 –мĕш ĕмĕр пуçламĕшĕнче пурǎннǎ / ячĕсене панǎ. Шǎпǎрлансем 5 çул тултарнǎ – мĕн. Аван та мар пулчĕ, çын патне нихǎçан та пушǎ алǎпа кĕрекен марччĕ. Парне кайса туянма ялта хǎть пĕчĕк лавка та пулмарĕ. Мĕнех, ку тǎрǎхалла татах та çитĕпĕр – ха.   

                                «Кǎвак çулǎмсǎр» та ǎшǎ

Пÿрт ǎшчикĕ тирпейлĕ те таса пулнипе çеç мар, ǎшǎ пулнипе илемлĕ теççĕ. Паллах, вǎл этемлĕхĕн черчен çурринчен те нумай килет.

    Çапла, ача чухнехи кǎмака ǎшшине тахçанах манса кайнǎ эпир. Ялсене «кǎвак çулǎм» çитнĕ май ахалех вырǎн йышǎнса ларать тесе йǎпǎр – япǎр пǎсса тǎкрĕç ǎна. Ку килте сыхласа хǎварнǎ акǎ. Тин çеç çǎкǎр пĕçерсе кǎларнипе –ши е урамран кĕнипе –ши, кǎмака ǎшши урǎхларах, тата та хĕрÿрех пек туйǎнчĕ мана. Вучахра типĕ вутǎ шǎтǎртатаса çуннǎ май эпир кухньǎра шǎкǎл – шǎкǎл клаçса лартǎмǎр, кǎвас тĕпĕпе пĕçернĕ тутлǎта техĕжмлĕ çǎкǎра астиврĕмĕр.

     Козловсем «кǎвак çулǎм» кĕртес темен. Ėлĕкхине – вутǎ хутса ǎшǎнса пурǎннине  - нимĕн те çитмест теççĕ. Вырǎс кǎмакинче çǎкǎр, кукǎль – пÿремеч, яшка – пǎтǎ та техĕмлĕ пиçет. Урамран шǎнса кĕрсен вĕри кǎмака çумне тайǎнса тǎма пушшех аван.

     « Вǎрман – чи пысǎк пуянлǎх, вǎл вара хамǎр çумрах. Кĕркунне виçĕ хутчен каятǎн та  - вутǎ хатĕр те. Упǎшка ир тǎрать, эпĕ ыйхǎран вǎраничченех пÿрте хутса ǎшǎтать, арǎмĕ тǎраниччен çывǎраймасран шикленет ахǎр»,- йǎл кулать Валентина Николаевна.

    Ėçрен хǎрамаççĕ Козловсем. Хĕл каçма вǎрманта вутǎ – шанкǎ хатĕрленисĕр пуçне çырла – кǎмпа, мǎйǎр, тĕрлĕ ÿсен – тǎран пуçтараççĕ. Выльǎх – чĕрлĕх тытнǎран тǎранса пурǎнмашкǎн аш – пǎшĕ те, çǎвĕ те çителĕклĕ. Пахча çимĕçне те кĕркунне нумай туса илнĕ. Улма – çырларан хатĕрленĕ варени – компот нÿхреп туллиех.

                                          Турǎ Амǎшĕн хÿттипе.

 Паянхи кун кашни  çын хǎйне кирлĕ пек пурǎнать, çавна май никама та ирĕксĕрлеме те, вǎл е ку çынна сивлеме те çук.

 СССР паспорчĕ пулнǎ –ха Козловсен. Кайран çĕннине илес темен. Вĕсем  ǎна кирлĕ документ вырǎнне шутламаççĕ. Çавна май патшалǎхран нимĕнле пулǎшу та, ача пособийĕ те илмен. « Ал – ура ĕçлет, пурте таса – сывǎ, çакǎ мар -и -  ха чǎн – чǎн телей, урǎх тата мĕн кирлĕ?»- терĕ кил хуçи арǎмĕ.

Чи кĕçĕннисемпе  - йĕкĕрешсемпе – çие юлнине сиссен Валентина Николаевна Канашри больницǎна кайнǎ. Хǎйне тǎрук йывǎр туйма тытǎннǎ 46 çулти хĕрарǎм. Юн кайни питех те хǎратнǎ  пулас амǎшне. Тухтǎр патне лекес тесе гинеколог пÿлĕмĕ умĕнче иртен пуçласа каçченех ларнǎ, темиçе черет те ирттерсе янǎ: ǎна паспорт çуккишĕнех йышǎнман. "Пĕр хĕрарǎм бомжа илсе килчĕç. Ăна çуса тасатнǎ хыççǎн тÿрех йышĕнчĕç, ман çине вара çаврǎнса та пǎхмарĕç», - чунне ыраттарсах каласа кǎтартать Валентина Николаевна. Ėнтĕ каç енне вǎйĕ те пĕтсе çитнĕ, çапах та çуратма тĕв тунǎ  хĕрарǎм килне тухса утман. Юлашкинчен  тĕп тухтǎрпа канашласа пǎхма шухǎшланǎ.

«Эсĕ ватǎ, мĕн тума çурататǎн, мĕн тума кирлĕ, сан татах та ачусем пур»,- хирĕçленĕ лешĕ.

    «Эпĕ   пурпĕрех ачана вĕлерместĕп, хырǎм пǎрахса çылǎха кĕместĕп»,_ касса татнǎ хĕрарǎм. Больница  сакки çинче куççуль витĕр кĕлĕ вуласа ларнǎ. Юлашкинчен ÿкĕте кĕртнех шурǎ халатлисене, ǎна больницǎна вырттарма килĕшнĕ.  "Хам çине тǎман пулсан çак çылǎхсǎр пĕчĕк чунсем паян пулмасчĕç. Турǎ амǎшĕ пулǎшнипе çуралчĕç», - терĕ пĕчĕккисене хǎй çумне ачашшǎн çупǎрласа Валя аппа.

     Ача çуратнǎ чухне хǎрах ури тупǎкра тесе ахаль каламаççĕ çав. Ыттисене хǎех тата çǎмǎллǎн çуратнǎ пулсан кĕçĕннисене касса кǎларма тивнĕ. «Операции хыççǎн аран тǎна кĕнĕ эпĕ, часах вǎранайман, вилĕм манпа юнашарах пулнǎ. Кайран калаçайми те пулса ларнǎччĕ. Вǎхǎт иртнĕçемĕн тин çын пултǎм»,- тǎсǎлать калаçу.

     Хырǎм пǎрахнине сивлет Валентина Николаевна. Пытараймарĕ, тǎваттǎмĕш ачине хǎй те кун çути кǎтартасшǎн пулман, упǎшки йǎнǎш çултан пǎрнǎ: «Мĕн, хырǎм пǎрахса мана çылǎха кĕртесшĕн – и?» Хĕрарǎм пурǎнас чунǎн кун – çулне татнǎ çылǎха арçын пĕрле пйланине чылайǎшĕ пĕлмест те пулĕ…

                                     «Валя патĕнчех лайǎх…»

«Кушак ǎшша юратать» тесе ахальтен каламан пуль çав ваттисем. Козловсем ǎш пиллĕ, ырǎ та тарават пулнине таврара та пĕлеççĕ. Пĕччен ватǎсене хǎйсен  хÿттине илеççĕ вĕсем. Кунта хÿтлĕх шыраса килекенсем паян та пур. «Кĕлтеçуленчи Валя патĕнчех лайǎх»,- текен ватǎ чылай ку  тǎрǎхра. Халĕ Козловсем патĕнче Тǎвай тǎрǎхĕнчен килнĕ пĕр  кинеми пурǎнатчĕ. Ватǎскерĕн ыратакан урине хǎйǎрпа сипленĕ Валентина Козлова. Ăшǎ та лǎпкǎǎна кунта, Никам та кÿрентерместь. Сĕтел çинче яланах çǎкǎр пур. Унсǎр пуçне Валентина Николаевна  90 çулхи хунямǎшне пǎхать.

«Çу çитсен килĕсене каялла каяççĕ вĕсем, пирĕн патра хĕл каçаççĕ çеç. Эпир кинемисене кайран та пǎрахмастпǎр , хǎнана кайса çÿретпĕр. Çынна ырǎ туни сǎвап кǎна пулать", - терĕ Валя аппа.

                                      Сак туллии сакǎр ача

Саккǎрǎшĕнчен тǎваттǎшĕ çемьеленме ĕлкĕрнĕ. Георгий Павловичпа  Валентина Николаевнǎн мǎнукĕсем те сехал мар. Çынна ырǎ тǎвасси тĕпренчĕксенче те пур. Хабаровскра  пуранакан  Алексей хǎй  те икĕ ачаллǎ, унсǎр пуçне арǎмĕн аппǎшĕн пепкине усрава илнĕ. Настя качча кайнǎ, кафере ĕçлет. Тĕпренчĕкне шǎпах ашшĕпе амǎшĕ патĕнче хǎварнǎччĕ. Пĕчĕкскер çывǎрмалли пÿлĕмре кĕлĕ лǎпкǎлǎхĕпе тутлǎ ыйха путнǎччĕ. Христина Канашра повара вĕренеть. Таиç Уçырмари вǎтам шкулта 8 – мĕш класра пĕлÿ пухать. Пĕр вырǎнта ларса тǎма пĕлмен Космапа Демьяна амǎшĕ çумĕнчех лайǎх. Шартламара çуралнǎскерсене хĕл сивви пачах та хǎратмасть. Тумтирĕ пǎрланса ларичченех çунашкапа ярǎнма юратаççĕ вĕсем. Пÿрте кĕрсенех мǎйран уртǎннǎ шǎпǎрлансем иртен çÿрене :« Атьǎр пирĕн пата чей ĕçме«, - тесе чĕннинчен тĕлĕнмерĕм ĕнтĕ.

    Георгий Павловичпа Валентина Николаевна ачисене тĕрĕс воспитании параççĕ, аслисем каланине итлеме, ватǎпа ватǎ пек, çамрǎкпа çамрǎк пек пулма вĕрентеççĕ.» Ырри ырǎпах таврǎнать. Çынна сивĕ сǎмахпа сивĕтмелле мар, çǎвартан пули – пулми сǎмах кǎлармалла мар. Хамǎр лайǎх пулсан çын та пирĕнпе лайǎх. Эпир çĕр  çинче хǎнара  кǎна", - çке калаçǎва малалла тǎсрĕ Валентина Николаевна.

     Ырǎ малашлǎха ĕненни çынна кирек хǎçан та вǎй парать. Козловсем пек ǎш пиллĕ те тарават, пурне те ырǎ кǎна сунакансем пурри–чǎн пуянлǎх.

     Ан тив, вĕсем хǎйсен тĕнчинче пурǎнаççĕ. Анчах кÿрше – арша, мĕнпур çынна яланах телейлĕ курассишĕн çунаççĕ.

                                                                                    

 

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Охрана труда в Чувашской Республике    
Фонд поддержки социальных и культурных программ Чувашии  

Администрации городов и районов Чувашской Республики
Администрации сельских поселений Канашского района
Система управления контентом
429320, Чувашская Республика, Канашский район, д. Малые Бикшихи, ул. Канашская, д. 80
Телефон: 8(83533) 2-02-60
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика