Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вут-çулăм никама та шеллемест

19 июня 2015 г.

2015 çулхи июнĕн 17-мĕшĕ тĕлне район территорийĕнче 12 пушар пулнă, вĕсенче 4 çын вилнĕ. Иртнĕ çулхи çак тапхăрта "хĕрлĕ автан" 21 хутчен тухнă, вĕсенче 4 çыннăн кун-çулĕ татăлнă.

Июнĕн 8-16-мĕшĕсенче кăна районта виçĕ пушар пулнă.

Шăрпăк - ача вăййи мар

Июнĕн 13-мĕшĕнче, 16 сехет тĕлнелле, Тумликассинче пурăнакан 25 çулхи арçын кил-хуçалăхĕнче вут-çулăм алхасма тытăннă. Пушар сарайра тухнă. Районти пушар чаçĕн ĕçченĕсем çийĕнчех вут-çулăма сỹнтерме çитнĕ, ăна ытти хуралтăсем çине сарăлма паман. Сарая юсаса çĕнетме пулмасть. Пушар сăлтавĕ - ача-пăча вутпа ашкăнни, шăрпăкпа выляни. Пушар тухнă вăхăтра кил хуçи ĕçре пулнă, унăн мăшăрĕ пахчара тăрăшнă. Вĕсен тĕпренчĕкĕ урамра кỹмере çывăрнă. Унсăр пуçне кỹршĕсем патĕнче пилĕк çулхи ача хăнара пулнă. Вăл шыв ĕçес килнипе пỹрте кĕме ыйтнă, унтан куç тĕлĕнчен çухалнă. Кăшт вăхăт иртсен хĕрарăм сарай патĕнче кĕпĕрленсех тĕтĕм тухнине асăрханă.

Хисеплĕ район çыннисем, ашшĕ-амăшĕ, çуллахи каникул кунĕсенче тĕпренчĕкĕрсем ăçта пулнипе, мĕн тунипе интересленĕр. Пĕчĕкскерсене шăрпăк ача-пăча вăййи маррине тепĕр хутчен аса илтерĕр. Хăвăр та шăрпăксене ача çитмен вырăнсенче упрамаллине асра тытăр. Вĕсене килте пĕччен ан хăварăр. Хутмалли кăмакасене, ăшăтмалли приборсене ачасене шанса ан парăр. Тĕпренчĕкĕрсем пушар тухсан "01" телефонпа шăнкăравламаллине пĕлме кирлĕ. Вĕсене пушар вăхăтĕнче вут-çулăм алхаснă вырăнтан, пỹлĕмрен тухса тармаллине ăнлантарса парăр. Май пулсан пушар асăрхав службине пĕлтермеллине калăр.

Ан манăр, ача-пăча вутпа ашкăннипе пушар тухсан ашшĕ-амăшĕн явап тытма, пур тăкака саплаштарма тивет.

Аçа çапать - кĕл юлать

Тепĕр икĕ пушарĕ çурта аçа çапнипе тухнă. Çĕн Атикассинчи инкек пирки маларах çырса кăтартнăччĕ. Акă июнĕн 16-мĕшĕнче вара Тракушкăнчи пĕр çурта вут-çулăм çавăрса илнĕ. Сăлтавĕ - çурт çывăхĕнчи йывăçсене аçа çапнă. Юрать, унта никам та пурăнман.

Асаилтеретĕп, çурта çиçĕмрен сых-лас тесен аçа çапасран хỹтĕлекен хатĕр (молниезащита) вырнаçтармалла. Аслати вăхăтĕнче кăмака ан хутăр, электричество приборĕсене, счетчиксене сỹнтерĕр.

А.ЯРАБАЕВ, пушар асăрхав пайĕн аслă инспекторĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика