Чукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » М.Сарандаева – 90 çулта

05 марта 2013 г.

М.Сарандаева (хĕр чухнехи хушамачĕ Кирпичева) 1923 çулта Пăчăрлă Пашьелĕнче çуралнă. Ĕç биографине тăван колхозра пуçланă. Мария Андреевна ĕçре яланах хастар пулнă. 1946 çулта Çĕнĕ Чукалти И.Сарандаевпа пĕр çемьене пĕрлешнĕ. Иван Федорович Аслă Аттелĕх вăрçинчен 1944 çулта, çапăçу хирĕнче йывăр аманнăскер, таврăннă. Фронтовик колхоз производствинче ĕçленĕ.

Сарандаевсен туслă çемйинче икĕ хĕрпе виçĕ ывăл çуралнă. Ашшĕпе амăшĕ вĕсене тивĕçлĕ воспитани пама тăрăшнă, пĕчĕклех ĕçе хăнăхтарнă. Питĕ шел, кил хуçи вăрçăри сурансене пула 1966 çулта пурнăçран вăхăтсăр уйрăлса кайнă.

Апла пулин те Мария Андреевна пуç усман. Хăйĕн ачисене тивĕçлĕ пĕлÿ парса пурнăç çулĕ çине кăларассишĕн вăй-халне шеллемен. Пĕрлех уй-хир бригадинче пенсие кайичченех канăçа пĕлмесĕр ĕçленĕ.

М.Сарандаева хăйĕн Михаил ывăлĕн çемйипе пĕрле пурăнать. Аслă Аттелĕх вăрçин ветеранĕн мăшăрĕ пулнă май ăна пурăнмалли условисене лайăхлатма патшалăх енчен пулăшу панă. Ачисемпе мăнукĕсем тылпа ĕç ветеранне чир-чĕре çĕнтерсе пурăнма вăй-хăват парса тăраççĕ.

Юбилей кунĕнче районти социаллă хÿтлĕх пайĕн начальникĕ Н.Ендиеров тата Чукал ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Г.Чугунов Мария Андреевна патĕнче пулчĕç. Вĕсем ăна юбилей ячĕпе ăшшăн саламларĕç, ырлăх-сывлăх сунчĕç, колхоз ĕçĕнчи хастарлăхшăн тав турĕç. Николай Ивановичпа Геннадий Петрович тылпа ĕç ветеранне Раççей Президенчĕ В.Путин алă пуснă Тав çырăвне пачĕç, парнепе чысларĕç.

 

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика