Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вĕсен тивĕçĕ – халăха сиплесси

02 марта 2013 г.

Ирина Анатольевна Петькова Урхас Кушкăри пĕтĕмĕшле практика (çемье) врачĕн офисĕнче пĕлтĕрхи чÿк уйăхĕнчен çеç ĕçлеме пуçланă-ха, çапах та вăл персонал тата сипленме килекен пациентсем умĕнче ырă ят çĕнсе илме ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ. «Уçă кăмăллă, çепĕç чĕлхеллĕ, çынсене итлеме тата ăнланма пĕлекен çын вăл», - терĕç ун пирки офиса пынисем.

И. Петькова хăй Шăмăршă тăрăхĕнчен. Шкулта вĕреннĕ чухнех çамрăк хĕрача тухтăр пулма ĕмĕтленнĕ. Хăйсен йăхĕнче врач пулман пулсан та, ăна «шурă халатлă» професси тыткăнланă. Çавăнпах вăл Шупашкарти Чăваш патшалăх университечĕн медицина факультетне вĕренме кĕнĕ, ăна ăнăçлă пĕтерсе терапевт специальноçне алла илнĕ. Унтан пĕтĕмĕшле практика врачĕ пулма ятарлă курс пĕтернĕ. «Земство тухтăрĕ» федераллă программăпа килĕшÿллĕн асăннă офисра ĕçлеме пуçланă.

Кунти сиплев уйрăмĕ икĕ ял хутлăхĕн халăхне пăхса тăрать. Хуракасси ял хутлăхĕшĕн шăпах Ирина Анатольевна яваплă. Виçĕ фельдшер пункчĕ вырнаçнă çак тăрăхра – Хуракассинче, Çĕнъял Пукашра тата Нарат Чаккинче. Вĕсенче фельдшерсем ĕçлеççĕ пулсан та, врач сиплев пункчĕсенче час-часах пулма тăрăшать, йывăртарах пациентсене йышăнать, вĕсене квалификациллĕ пулăшу парать.

Урхас Кушкăри участокшăн вара Эльвира Феофановна Федорова врач яваплă. Вăл медицина сферинче 29 çул ĕçлет, ку енĕпе питĕ пуян опыт пухнă. И. Петьковăна та, медицинăра тин çеç çул хывма пуçланăскерне, сахал мар ырă сĕнÿсемпе пулăшать. Э. Федорова нумай çул хушши Урхас Кушкăри пульницăн ертÿçи пулса ĕçленĕ. Унччен çак сиплев учрежденине унăн куккăшĕ - Анатолий Степанович Яковлев – ертсе пынă. Э. Федорован икĕ хĕрĕнчен кĕçĕнни – Анастасия - врач специальнăçнех суйласа илнĕ. Вăл халĕ Çĕнĕ Шупашкарти хула пульницинче врач-кардиолог пулса ĕçлет. Калас пулать, Урхас Кушкă тăрăхĕнчи çынсем чĕрепе аптăрама пуçласан час-часах ентешĕ патне кайса сипленме кăмăл тăваççĕ. Ку енĕпе вĕсене Эльвира Феофановна та пулăшать. Унăн аслă хĕрĕ те – Наталия – халăха сывлăх енчен пулăшассинчен аякра тăмасть тесен те юрать. Вăл апат-çимĕç пахалăхне тĕрĕслесе тăракан Роспотребнадзор системинче вăй хурать, Çак системăн Чăваш Республикинчи управленине Э. Федорован йăмăкĕ Надежда Феофановна Луговская (вăл та врача вĕренсе тухнă) ертсе пынине ку тăрăхри çынсем аван пĕлеççĕ.

Офисра тепĕр врач та ĕçлет. Вăл шăл тухтăрĕ Татьяна Геннадьевна Мариева. Шăл сурнипе аптăракансем ун патне пырсах тăраççĕ.

Паллах, чирлĕ çынсене сиплес ĕçре медсестрасен тÿпи те пĕчĕк мар. Г.Краснова, Т. Яковлева, А. Иванова, С. Антонова кунта чылайранпа вăй хураççĕ, нумайăшĕн ĕç стажĕ 20 çултан та иртет. Вĕсем малтан кунти пульницăн стационарĕнче ĕçлесе сахал мар опыт пухнă, халĕ унпа тивĕçлĕн усă кураççĕ. Врачсем вĕсен ĕçĕпе питĕ кăмăллă.

Йывăртарах чирлисем валли офисра кăнтăрлахи стационар ĕçлет. Кунта пĕр харăс 12 çын сипленме пултарать. Васкавлă медицина пулăшăвĕ кирлĕ чухне врачсем чирлĕ çын пурăнакан вырăна та çитме пултараççĕ. Офисăн ятарлă машини кашни кун тенĕ пекех унталла-кунталла чупать. Нумай стажлă П. Лукин водитель тимĕр урхамахне пĕр тикĕс ĕçлеттерет. Ара, мĕнпурĕ 20 яла пăхса тăрать-çке кунти офис.

Врач рецепчĕпе çырса панă эмеле вара офисри аптекăрах илме пулать. С. Солина, аптека ĕçĕшĕн яваплăскер, кирлĕ эмелсене вăхăтра илсе килсе тăрать, ятарлă заказсем те йышăнать. Çăмăллăхсемпе усă куракансене тÿлевсĕр эмелсемпе тивĕçтересси те кунта пысăк шайра.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429562, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, с. Первое Чурашево, ул. Школьная, 9б
Телефон: (83542) 34242
Факс: (83542) 34242
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика