Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял-йыш хисеплет

02 марта 2013 г.

Анатолий Алексеевич Солина Урхас Кушкă тăрăхĕнче пĕлмен çын та çук. Хăйĕн хастарлăхĕпе, ĕçченлĕхĕпе тата ăмсанмалла тăрăшулăхĕпе 75 çулти пенсионер тепĕр вăтăр-хĕрĕх çулхи çамрăк çынна та кая хăварма пултарĕ.

Мĕн ачаран ĕçе типтерлĕ те тĕплĕ тума хăнăхнăран, ăçта мĕнле юсавсăрлăх, ваннă япала пур – пурне те çийĕнчех курать кăна мар, хăвăртрах юсама пикенет. Ял хутлăх специалисчĕсем те Анатолий Алексеевич çинчен ыррине кăна каласа параççĕ. Тĕслĕх илме те инçе каймалла мар, ял халăхне таса шывпа тивĕçтерекен башня ванса каять-и е шыв пăрăхĕсем шăтса каяççĕ-и – хăй вăхăтне те, вăйне те шеллемест. Май килнĕ таран кирлĕ пайсене газосварка аппарачĕпе шăратса çыпăçтарать. Алли-ури те ун çав тери çыпăçуллă, хăй те çаврăнăçуллă.

1956 çулта А. Солин Çурçĕр чукун çулне тунă çĕре тухса кайнă пулнă. Унтанах çамрăка совет çарне илнĕ. Салтакран çар службине тивĕçлĕ пурнăçласа таврăнсан, Анатолий Шупашкара «Чувашремстрой» организацие газосварщике вырнаçнă. 27 çул хăй суйласа илнĕ профессипе чунне парса тăрăшнă. Ăçта, мĕнле ĕçре ĕçлемен вăл – пур çĕрте те тăрăшулăхпа уйрăлса тăнă, çавăншăн пĕрре кăна мар мухтав сăмахĕсемпе Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ.

1996 çулта Анатолий Алексеевич юратнă мăшăрĕпе, Алевтина Ивановнăпа, яла куçса килнĕ. Хастар чунлă Солинсем ялта çĕнĕ çурт, хуралтăсем çĕкленĕ. Хальхи вăхăтра вĕсем выльăх-чĕрлĕхне те,чăххи-чĕппине те картиш туллиех усраççĕ. Икĕ ывăлĕ вара хуларах тĕпленсе пурăнаççĕ. Ачаран ĕçпе пиçсе çитĕннĕрен вĕсенче чун канăвне тупаççĕ.

Ял-йыш хушшинче Анатолий Алексеевич пысăк хисепре. Мĕнле те пулин ĕç тумалла чухне вăл нихăçан та килĕшмесĕр тăмасть, яланах пулăшма тăрăшать. Çак ĕçчен те тăрăшуллă çынпа курса калаçнă май ăна çынсене татах та нумай ырăлăх тума çирĕп сывлăх сунас килет.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429562, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, с. Первое Чурашево, ул. Школьная, 9б
Телефон: (83542) 34242
Факс: (83542) 34242
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика