01 июля 2015 г.
Анатолий Константинович Петров, Мускав облаçĕнчи Подольск хулинчи « Строитель плюс» туллии мар яваплǎ пĕрлĕхĕн генеральнǎй директорĕ:
- Хамǎн çывǎх тǎвансене , ентешсене Республика кунĕ ячĕпе ǎшшǎн саламлатǎп.
Эпĕ Канаш çĕрĕ çинче çуралса ÿснĕ, çавǎнпа унти сывлǎш, уй – хирсем, вǎрман, çĕр, анне мана çын туса пурнǎççулĕçине тǎма пулǎшнине нихǎçан та манмастǎп. Паян эпĕ Мускав облаçĕн Тава тивĕçлĕ строителĕ, наукǎсен кандидачĕ. Манǎн паянхи çитĕнÿсем тǎван тǎрǎха телейлĕачалǎхшǎн çĕре çити пуç тайса тав туни вырǎнне пулччǎр. Хамǎн юратнǎ ялǎма эпĕ хаваспах пулǎшатǎп. Ăна манǎн тата илемлĕрех, хǎтлǎрах, çыннисене вара телейлĕрех тǎвас килет.
Дина Федоровна Григорьева, Чǎваш АССР физкультурǎпа спортǎн тава тивĕçлĕĕçченĕ, йĕлтĕр спорчĕн мастерĕ, Канаш хулин Хисеплĕ гражданинĕ:
_ Пирĕн Республика кунĕ – патшалǎхǎн тĕп уявĕ. Тǎван Чǎваш Ен ǎнǎçлǎ аталанса пынǎшǎн, уйрǎмах физкультурǎпа спорт сферинче нумай ĕç тǎваççĕ, питĕ савǎнатǎп. Паян нумай районпа хулара , çав шутра Канаш хулипе Канаш районĕнче те, чаплǎ йышши физкультурǎпа спорт комплексĕсем ĕçлеççĕ. Кунашкал сооруженисем çинчен эпир ĕмĕтленме кǎна пултарнǎ. Халǎхǎн сывлǎхне упрама тата çирĕплетме республикǎра питĕ лайǎх условисем туса панǎ. Ырǎ тĕллевсене мала хуракан патшалǎх политики çынсен пурнǎç тǎршшĕне ÿсстерме, Чǎваш ен чысне тĕнче шайĕнчи ǎмǎртусенче хÿтĕлеме пултаракан спортсменсем çитĕнтерме пултарасса шанса тǎратǎп.