01 июля 2015 г.
Июнĕн 22 – мĕшĕнче, Асǎнупа хурлану кунĕнче, Канаш районĕн пуçлǎхĕ Иван Иванов тата Владислав Софронов Шǎхасан ялĕнче çуралса ÿснĕ паллǎ ентешпе Виктор Михайлов отставкǎри генерал майорпа унǎн çуралнǎ кунĕнче видеоçыхǎнǎ
ва тухрĕç.
Июнĕн 22 - мĕшĕнче Виктор Михайлович 91 çул тултарчĕ. Çак ятпа хисеплĕ ентешĕмĕре « Чǎваш Республикин Канаш районĕн Хисеплĕ гражданинĕ» сумлǎ ят панǎ май Мускавра « Тǎван çĕршыв ывǎлĕсем» юлташлǎх офицерĕсем видескĕпер мелĕпе район ертÿлĕхĕпе калаçǎва хутшǎнчĕç.
В. Михайлов хǎй çуралса ÿснĕ тǎван тǎрǎха , ачалǎх çулĕ сене, фронтри хаяр çапǎçусене аса илчĕ. Çур ĕмĕр çар службинче тǎнǎскер салтак пурнǎçне, кĕçĕн командирǎн йывǎр шǎпине , офицер, каярах генерал пакунĕсен хакне питех те лайǎх пĕлет.Виктор Михайлович икĕ хутчен аманнǎ.1942 çулхи май уйǎхĕнче госпитальтен сывалса тухсан Михайлов хĕрлĕ армееца Мускаври çар училищине вĕренме янǎ. Анчах фронтри Лару – тǎру çапǎçǎва кĕме васкатнǎ. Пирĕн ентеше Çурçĕр Кавказа 45 миллиметрлǎоруди командирĕ пулма янǎ. Кавказа хÿтĕленĕшĕн тата тамане ирĕке кǎларнǎшǎн икĕ хутчен Хĕрлĕ Çǎлтǎр орденĕпе наградǎланǎ.Каярахпа Украинǎна ирĕке кǎларнǎ çĕре хутшǎннǎ.
1944 çулхи январĕн 14 мĕшĕнче Шепетовка хули çывǎхĕнчи хаяр çапǎçусенче В. Михайлов йывǎр аманнǎ…Çĕнтерĕве вǎл Берлинта кĕтсе илнĕ.
1977 çулта паттǎр салтака Ригǎри çарпа политикǎн аслǎ çар училищин пĕрремĕш начальникне ларнǎ. Вǎл вĕрентсе кǎларнǎ çынсенчен нумайǎшĕ полковниксемпе генералсем пулса тǎнǎ. «Тǎван çĕршыв ывǎлĕсем» юлташлǎх членĕсем Виктор Михайловича курсантсем «батя» тесе чĕннине пĕлтерчĕç. Виктор Михайлович паян та Чǎваш Ен Яш – кĕрĕмне пулǎшать.
Раççей геройĕ Николай Гаврилов, В. Ильин, В.Андреев çар çыннисем те ǎшǎ сǎмахсемпе салсмларĕç. «Эпĕ Канаш районĕпе , пирĕн генералсемпе кирек ǎçта та , кирек хǎçан та мухтанатǎп!» - терĕ В. Андреев. Анаткас Татмǎш йĕкĕчĕ Артем Гаврилов , Николай Гаврилов Паттǎрпа пĕр хушаматлǎскер , ентешĕн çулĕпе кайнǎ – космос çарĕсенче службǎра тǎрать.
Виктор Михайлов чǎвашла таса илемлĕ калаçни пурне те тĕлĕнтерчĕ. «Эпĕ хам çуралса ÿснĕ юратнǎ яла, тǎван чǎваш чĕлхине яланах асра тытатǎп»,- терĕ вǎл чǎвашла сǎвǎ вуланǎ хыççǎн.
Иван Тимофеевичпа Владислав Васильевич районǎн хисеплĕ çыннисем çинчен чǎвашла каласа кǎтартрĕç, çуралнǎ кунпа саламларĕç. Михайлов генерал урамĕнчи ырǎ улшǎнусемпе паллаштарчĕç, районта иртекен Республика кунне килсе курма йыхравларĕç.
«Районта пурǎнакан ĕçченсене Республика кунĕ ячĕпе саламлатǎп. Ку вǎл – савǎнǎçǎ пулǎм, пысǎк ĕç. Канаш енĕн мĕнпур çыннисене ырлǎх, тǎнǎçлǎх сунатǎп. Халǎх пурǎнать тĕк – Чǎваш Ен пурǎнать!» - терĕ Виктор Михайлов генерал – майор.