Малобикшихский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чыс та мухтав район çыннисене (Канаш ен №44 от 26 июня 2015г.)

30 июня 2015 г.

Шупашкартан килнĕ сумлǎ хǎнасем сцена çине хǎпарсан канашсем çулталǎк кĕтнĕ уяв пуçланчĕ.Чǎваш ен пуçлǎхĕн еçĕсене вǎхǎтлǎха пурнǎçлакан М.Игнатьев Асхва ялĕçывǎхĕнчи «Урожай» стадиона Республика кунне паллǎ тума пухǎннисене уяв ячĕпе ǎшшǎн саламларĕ, çирĕп сывлǎх, телей, малашне те çаврǎнǎçуллǎ та матур , пуçаруллǎ пулма , ĕçре малта пулма сунчĕ. РФ начальник Думин депутачĕ Алена Аршинова Канаш енре пурǎнакансене мĕнпур хǎнана чǎвашла саламлани питех те çепĕççĕн илтĕнчĕ. « Ырǎ кун пултǎр хаклǎ туссем! Сире Республика кунĕ ячĕпе саламлатǎп!» - терĕ Алена Игоревна, уява хутшǎнакансене  ырǎ сǎмахсем каласа хавхалантарчĕ.

     Чǎваш халǎхĕн тĕп кунне хатĕрленсе район , республика шайĕнчи уявсене йĕркелксе ирттермелли тĕп вырǎн нумай çĕнелчĕ, тирпейленчĕ. Райадминистраци пуçлǎхĕ В. Софронов Канаш çĕрĕ çинче кǎçал Республика кунне савǎнǎçлǎн паллǎ тума шаннǎшǎн тав турĕ.

      М. Игнатьев ĕçре палǎрнисене чысларĕ. Район пуçлǎхне Иван Тивофеевича вырǎнти хǎй тытǎмлǎха аталантарассине пысǎк тÿпе хывнǎшǎн Чǎваш Республикин хисеп грамотипе , Уçырма ял тǎрǎхĕн эксперт специалистне Наталия Петровǎна Чǎваш ен пуçлǎхĕн тав çырǎвне тата алла çыхмалли сехетпе , « Ямашевская» агрофирма тули мар яваплǎ пĕрлĕхĕн директор çумне – тĕп агрономне , обществǎн механикне Юрий Константинова Раççей Ял хуçалǎх министерствин  Тав

çырǎвĕпе наградǎларĕ.

     Канашри чǎх – чĕп фабрикин зоотехник бригадирĕ Надежда Бурмистрова , выльǎх – чĕрлĕх чирĕсемпе кĕрешекен районти ветстанцин ветеринарĕ врачĕ Людмила Д анилова, «Ямашевская» агрофирма « ОООн склад заведующийĕ   Венера Константинова , Киров ячĕллĕ ЯХПКн фельдшер осеменаторĕ Раиса Михайлова, районти ветстанции тĕп бухгалтерĕ  Светлана Тарасова, Канашри Чǎх – чĕп фабрикин водителĕ Николай Федоров, Эдуард Шамуков фермер ырми – канми ĕçшĕн ЧР Ял хуçалǎх министерствин хисеп грамотине тивĕçрĕç.

     Вǎтакас Татмǎшри культура çурчĕн заведующийĕ Виталий Дмитриев , Матьшÿри библиотека заведующийĕ Фаина Иванова , Валериан Прокопьев тавра пĕлÿçĕ, Çеçпĕл  ял библиотекин заведующийĕ  Галина Шадрова  ЧР культура , национальноçсен   ĕçĕсен тата архив ĕçĕн министерствин Хисеп грамотине илчĕç.

     Чакаçри «Ромашка» ача сачĕн заведующине Нина Трофимовǎна, Вǎтакас Кипеч вǎтам шкулĕн физкультура учительне Сергей Яковлева  - ЧР Вĕренÿ тата çамрǎксен политикин министерствин, Пайкильтри ветерансен çурчĕн  заведующине Ираида павловǎна Республика Сывлǎх сыхлав министерствин Хисеп грамотипе сыхларĕç.

       Савǎнǎçлǎ уявра ялта ĕçлесе пурǎнакан çамрǎксене те хавхалантарчĕç.Фермер ĕçне йĕркелеме хǎюлǎх çитернисем патшалǎхран укçа - тенкĕ уйǎрнине çирĕплетекен сертификатлǎ пулчĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Охрана труда в Чувашской Республике    
Фонд поддержки социальных и культурных программ Чувашии  

Администрации городов и районов Чувашской Республики
Администрации сельских поселений Канашского района
Система управления контентом
429320, Чувашская Республика, Канашский район, д. Малые Бикшихи, ул. Канашская, д. 80
Телефон: 8(83533) 2-02-60
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика