Александровский территориальный отдел Комсомольского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                    

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Партнерсене – тав сăмахĕ

27 февраля 2013 г.

21-мĕш ĕмĕр кун-çул уттинчен юлмасăр аталанма йыхравлать. Продукци пахалăхĕ çÿллĕ шайра пулмалла. Çакна ăна хатĕрлекенсем çеç мар, туянакансем те лайăх пĕлеççĕ. Паха продукцин хакĕ те, тухăçлăхĕ те пысăк. Акă, сăмахран, районти кашни ял хуçалăх предприятийĕнчех ĕнесем тытаççĕ. Суса илнĕ сĕте кашниех пысăк хакпа сутса тупăш илес тĕллевпе ĕçлет. Анчах та ăна яланах çапла вырнаçтарма май килет-и-ха? Çук çав. Сĕт-çуран тĕрлĕ продукци хатĕрлекен компанисем унăн пахалăхне аван тĕрĕслеççĕ, унтан чи лайăххине çеç туянаççĕ. Тĕслĕхрен, тĕрлĕ регионсенче тухăçлă ĕçлекен «Компания Юнимилк» акционерлă уçă общество сĕтрен вун-вун тĕрлĕ продукци хатĕрлет. Тутлă, усăллă, паха продукцие хатĕрлеме вара сĕтĕн чи паха сорчĕ (высший сорт) çеç юрăхлă. Чи паха сорта вара пур хуçалăх та хатĕрлеме пултараймасть иккен. Кунта тĕрлĕ сĕнÿсене çирĕп пăхăнса ĕçлемелле. Апла пулин те районта аван ĕçлекен хуçалăхсем пурри савăнтарать те, мăнаçлантарать те. Сăмахран, «Компания Юнимилк» АУО чылай çул ĕнтĕ «Слава» ял хуçалăх кооперативĕпе, «Искра» колхозпа килĕштерсе ĕçлет. Ăнăçлă ĕçлесе пыракансене компани хавхалантарма та манмасть. Акă, иртнĕ эрнекун Шупашкар хулинче «Danone-Юнимилк-Волга» компанин Чăваш Енри филиалĕн директорĕ Дмитрий Бибиков хăйсемпе тачă çыхăнура ĕçлекен хуçалăхсене палăртрĕ. Çак йыша пирĕн районти хуçалăхсем те лекме пултарчĕç. «Чи шанчăклă партнер» ята «Искра» колхоз (ертÿçи А.Н.Зайцев) тивĕçрĕ. «Сĕтпе вăхăтра тивĕçтерекен хуçалăх» («Самый динамичный поставщик») номинацире «Слава» ЯХПК (ертÿçи М.А.Буслаев) палăрчĕ. Вĕсем пĕлтĕр продуктивлăха 14 процент таран ÿстерме пултарнă. Апла пулин те икĕ хуçалăхăн та ыттисенчен тĕслĕх илмелли пурах. Сăмахран, Шупашкар районĕнчи «Ольдеевская» агрофирмăра сĕтĕн 99 проценчĕ чи пысăк пахалăхлă. Çавна май вĕсем чи хаклă парнене — Кубока — тивĕçрĕç. Малашне районти икĕ хуçалăх çеç мар, ыттисем те вĕсен çулĕпе каясса шанас килет. Сĕтĕн пахалăхĕ çÿллĕ шайра пулмаллах.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 
 

Система управления контентом
429152, Чувашская Республика, Комсомольский район, д. Александровка, ул. Комсомольская, д.176
Телефон: 8(83539) 46-2-21, 8(83539) 46-3-00
Факс: 8(83539) 46-3-00
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика