Отдел ЦЗН "Комсомольский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Çамрăксене - ĕç

15 апреля 2015 г.

Çул çитмен ачасенчен чылайăшĕ çуллахи каникулта тăрăшса ĕç енĕпе нумай опыт пухаççĕ. Вĕренỹрен пушă вăхăтра тата каникулсенче ĕçлес шухăшлă ачан ăçта каймалла-ши, мĕн пĕлмелле-ши? Районти халăха ĕçпе тивĕçтерекен центр директорĕ Галина Михайловна Воронова хумхантаракан ыйтусене уçăмлатрĕ.

- Галина Михайловна, ĕçлес тĕллевлĕ ачасен чи малтан мĕн тумалла?

- Вĕренỹрен пушă вăхăтра ĕçлес текен 14-18 çулхи çамрăксем халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра тата ĕç паракансем патне пыма пултараççĕ.

- Миçе çулхи çамрăксемпе ĕç килĕшĕвĕ çырма ирĕк пур?

- Раççей Федерацийĕн Ĕç кодексĕн 63-мĕш статйипе килĕшỹллĕн 16 çул тултарнисемпе килĕшỹ тăваççĕ. Вĕренỹ заведенийĕсенче 9 класс пĕтернĕ е тĕрлĕ сăлтава пула шкулта вĕренмен 15 çулхи ачасемпе те ĕç килĕшĕвĕ çырма ирĕк пур. 14 çулчченхи ачасемпе килĕшỹ çырнă чухне ашшĕ е амăшĕ ĕçлеме ирĕк панине тата вĕренỹрен пушă вăхăтра çеç ĕçлеме пултарнине шута илеççĕ. Сĕннĕ ĕç ача сывлăхĕшĕн сиенлĕ пулмалла мар.

- 18 çула çитмен ачасен ăçта ĕçлеме юрамасть?

- РФ Ĕç кодексĕн 265-мĕш статйипе килĕшỹллĕн 18 тултарман ачасен сывлăхшăн сиенлĕ тата кăмăл-сипет аталанăвне (вăйă бизнесĕнче, каçхи клубсенче, спиртлă шĕвексем, табак изделийĕсемпе, наркотиклă, наркăмăшлă препаратсем хатĕрлекен, турттаракан, сутакан ĕçсенче) пăсакан ĕçсенче тăрăшма юрамасть.

- Çул çитмен çамрăка ĕçе тĕрĕслев вăхăчĕпе илеççĕ-и?

- Ĕç кодексĕн 70-мĕш статйипе килĕшỹллĕн 18 çул тултарман ачасемшĕн тĕрĕслев вăхăчĕ çук.

- Ĕç кĕнекине те уçаççĕ-и?

- Пуçласа ĕç килĕшĕвĕ çырнă чухне ĕçпе тивĕçтерекен организаци ĕç кĕнекине тата патшалăх пенси страхованийĕн свидетельствине парассине хăй çине илет. Организаци е предприяти Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн управленине кашни ĕçлекеншĕн пулас пенсин пайне йĕркелеме укçа-тенкĕ куçарать, çав шутра çул çитмен çамрăксемшĕн те.

- Çул çитменнисен ĕç вăхăчĕ мĕнлерех-ши?

- Ĕç кодексĕн 92, 94-мĕш статйисемпе килĕшỹллĕн ĕç вăхăчĕ çапларах йĕркеленет:

- 16 çул тултарманннисене эрнере 24 сехет е кунне 5 сехет, 16-18 çулхисене эрнере 35 сехетрен ытлашши мар е 7 сехет ĕçлеттерме ирĕк пур.

- Вăхăтлăх ĕçе вырнаçма мĕнле документсем кирлĕ ?

- Çул çитмен ачасен вăхăтлăх ĕçе вырнаçма çак документсем пулмалла:

- паспорт;

- сывлăха палăртакан медицина справки;

- патшалăх пенси страхованийĕн свидетельстви (СНИЛС) - пур пулсан;

- ИНН;

- 14 тултарманнисен ашшĕ-амăшĕн тата опекăпа попечительство органĕ ĕçлеме ирĕк панин килĕшĕвĕ.

Асăннă документсемпе халăха ĕçпе тивĕçтерекен центра ĕç шыраса пымалла, учета тăмалла. Унтан вăхăтлăх ĕç вырăнне яракан направление илмелле, ĕç параканпа ĕç килĕшĕвне çырмалла.

Сăмахран, центр 2014 çулта 14-18 çулхи 628 çамрăка, кăçал 72 ачана ĕçпе тивĕçтернĕ.

- Патшалăх пулăшăвĕсем кỹрекен портал урлă та сирĕн пулăшусемпе усă курма май пур-çке.

- Раççей Федерацийĕн патшалăх пулăшăвĕн порталĕнче (www.gosuslugi.ru) 14-па 18 çулхисене вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарма ыйтса çырассине электронлă майпа та йĕркеленĕ. 2014 çулта электрон мелпе заявлени çырнă 20 çамрăка, кăçал пĕр ачана ĕçпе тивĕçтернĕ.

Ĕçлес тĕллевлĕ çамрăксене эпир яланах пулăшма хатĕр.

Ыйтусем пур пулсассăн 5-13-79 номерпе шăнкăравлăр е вырăна çитсе килĕр. Адрес: Комсомольски ялĕ, Завод урамĕ, 29-мĕш çурт.

Источник: "Каçал Ен"

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика