Отдел ЦЗН "Комсомольский"ОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

 

Публикации » Ĕçпе тивĕçтермеллех

31 января 2015 г.

2014 çулта районти ĕçпе тивĕçтерекен центра ĕç тупас тĕллевлĕ 1115 çын килнĕ. Çак йышран 50,63 проценчĕ - хĕрарăмсем, 49,37 проценчĕ - арçынсем, çамрăксем, пенси çулне çитнĕ граждансем тата инвалидсем пур. Вĕсенчен 991-ĕшĕн ыйтăвне тивĕçтертĕмĕр, ĕç вырăнĕсем тупса патăмăр.149 çынна обществăлла ĕçсене явăçтартăмăр. Уншăн вĕсем ĕç укçи тата материаллă пулăшу илсе тăчĕç.

   Çул çитмен 628 çамрăк вĕренỹрен пушă вăхăтра ĕçлерĕç. Çавăн пекех пуçласа ĕç шыракан 3 выпускника та ĕçпе тивĕçтерме пултартăмăр. Чылайранпа ĕç шыракан 18 çынна та вăхăтлăх ĕç тупса пама май килчĕ. Сăмахран, вĕсенчен 3-шĕ - инвалид, 8-шĕ - пенси çулне çитсе пыракансем, 2-шĕ тĕрмерен тухнă, 5-шĕ - пĕччен тата нумай ачаллă амăшĕсем. Ĕçлемен 26 гражданина урăх регионсенче ĕç тупса панă. Вĕренсе пĕлĕвĕсене анлăлатас е урăх профессие алла илес текенсене яланах пулăшатпăр. Пĕлтĕр ĕçсĕр 41 граждан, пенсири 3 çын, 3 çул тултарман ачапа ларакан 10 хĕрарăм хушма професси илнĕ. Вĕренни, паллах, ĕç вырăнĕ тупассине чылай çăмăллатать. Пĕлтĕр районти тĕрлĕ предприятисем 2269 ваканси пуррине пĕлтернĕ. Кăçалхи январĕн 1-мĕшĕ тĕлне 53 организацире 192 ваканси пур.

                                                                                                                                                                                                                               Г.ВОРОНОВА.

Источник: "Каçал Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика