Шимкусский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Артист пулмах çуралнă пуль

10 апреля 2015 г.

Артист пулмах çуралнă пуль

Театр кунне халалласа Тушкилти драма кружокĕн членĕсем савăнăçлă каç ирттерчĕç. Программăна Елена Тюдюкина "А я все летала", "За четыре моря", "Цунами" юрăсемпе уçрĕ.

Клуб заведующийĕ Н.Георгиева спектакль пуçланиччен театрта, культурăра ĕçлекенсене уявсемпе чун-чĕререн саламларĕ, хăйсен кулленхи ĕçĕ-хĕлĕпе паллаштарчĕ.

А.Чабановăн "Вĕлтĕрен кайăкĕ" камитне курма халăх нумай пухăннă. Вылякансем чăн-чăн артистсенчен пĕрре те кая мар.

О.Максимовапа Л.Григорьева Анук инкен качча кайнă, хулара пурăнакан хĕрĕсен Мариçпе Таиç сăнарĕсене ăста калăпларĕç. Н.Цыгановапа А.Васильев каччăпа хĕр сăнарĕсемпе пурнăçри чи илемлĕ юратăва кăтартса пама пултарчĕç. Т.Петрована та (Анук инке) сцена ăсти теме пулать.

Спектакль чăннипех те ăнăçрĕ. Куракансем кăмăллă юлни тăвăллăн алă çупнинченех курăнчĕ.

Т.СЕЛИВАНОВА.

Сăн ỹкерчĕкре: спектакль вăхăтĕнче.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429294, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Шимкусы ул. Коммунистическая, д.4
Телефон: 8(83548) 2-03-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика