Шимкусский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пирĕн хĕрарăмсем спортпа туслă

13 марта 2015 г.

Пирĕн хĕрарăмсем спортпа туслă

Пĕтĕм тĕнчери хĕрарăмсен кунĕ умĕн тăваттăмĕш çул районти хĕрарăмсен командисем спорт залне пухăнаççĕ. Район администрацийĕн пуçлăхĕн кубокне çĕнсе илессишĕн шывра ишсе, хапхана мечĕк тапса кĕртсе, эстафета чупса, дартсра ăмăртаççĕ чиперккесем.


Кăçал çавнашкал уяв пуш уйăхĕн улттăмĕшĕнче пулнă. "Обществăлла пурнăçра активлăх кăтартса, вĕренỹре, культурăра, ял хуçалăхĕнче, сывлăх сыхлавĕнче тата ытти çĕрте тăрăшуллă пулса эсир район экономикине çирĕплетме пулăшатăр. Кирек мĕнле лару-тăрура та хĕрарăм тỹсĕмлĕхне кăтартатăр, эпир, арçынсем, сире юрататпăр, хисеплетпĕр", - çакнашкал ăшă сăмахсенчен пуçланă калаçăвне район администрацийĕн пуçлăхĕ Владимир Ванерке. Пурне те уяв ячĕпе саламланă вăл. Асăннă мероприятие Иван Углев спорт мастерĕ те хутшăннă. Иван Игнатьевич командăсене ăмăртусенче ăнăçусем суннă. "Аль" спорткомплекс директорĕ Анатолий Кириллов районăн спорт пурнăçĕнче ырă тĕслĕх кăтартакансене тав тунă. Валерий Кузнецов тĕп судья ăмăртусен правилисемпе, йĕркисемпе паллаштарнă.


Районти 16 команда тĕрлĕ тупăшусенче хăйсен ăсталăхне кăтартнă. Пĕтĕмлетỹсем тунă хыççăн Тăвайри вăтам шкулта ĕçлекенсем çĕнтерỹçĕ пулса тăни çирĕпленнĕ. Иккĕмĕш вырăнта - Тушкилти вăтам шкул коллективĕ. Виççĕмĕшне вара "Тăвайри кооператив" потребобщество йышăннă.


Çĕнтерỹçĕсене Хисеп грамотисемпе пылак çимĕç парса савăнтарнă. Пĕрремĕш вырăна тухнисем район администрацийĕн пуçлăхĕн куçса çỹрекен Кубокне илнĕ. Пĕлтĕр ку сума район администрацийĕнче тăрăшакан хĕрарăмсем тивĕçлĕ пулнă.


В.ПАВЛОВ.


Сăн ỹкерчĕкре: çĕнтерỹçĕ командăсем.

Источник: "Ял ĕçченĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429294, Чувашская Республика, Янтиковский район, с.Шимкусы ул. Коммунистическая, д.4
Телефон: 8(83548) 2-03-22
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика