Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Илем тĕнчи авăрĕнче

04 марта 2015 г.

Илем тĕнчи авăрĕнче

Пуçра ăс пулсан алăра ĕç вĕрет. Çак сăмахсене Муркаш районĕнчи Чамăш ялĕнче пурăнакан Людмила Родионова пирки каланăнах туйăнать. Сăнÿкерчĕкри юр кĕлеткене мĕнрен тунă тетĕр? Пĕр хут усă курмалли стаканран. 300 ытла стакан расхутланă.

Çĕнĕ çул умĕн районти музейра «Хамăр алăпа Çĕнĕ çул тĕлĕнтермĕшĕ» конкурс иртнĕ. Унта 600-е яхăн ĕç тăратнă. Людмила Всеволодовна вара пĕрремĕш вырăн йышăннă. Вăл конкурса хăй ăсталанă юр кĕлеткепе тата уяв чăрăшĕпе хутшăннă. Çакнашкал тĕлĕнтермĕшсем ăсталама кăмăллать хĕрарăм. Ахальтен мар хăй вăхăтĕнче вăл шкулта «Сюрприз» кружока ертсе пынă. Ачасене тăмран, хутран тĕрлĕ кĕлетке тума, хурăн хуппипе ĕçлеме, ÿкерме вĕрентнĕ. Халĕ вăл - Орининри ял тăрăхĕн специалист-эксперчĕ. Çапах та чунĕ кăмăллакан ĕçе пăрахасшăн мар. Пушă вăхăтра хурăн хуппинчен сюжетлă ÿкерчĕксем тăвать, тăмран пуканесем ăсталать. Вĕсене ялти садика парнелет.

Ĕçчен, пултаруллă хĕрарăм пахчине те илемлетет. Йывăçран касса кĕлеткесем ăсталать, вĕсене тумлантарать. Ку тĕлĕшпе ăна мăшăрĕ Вячеслав Ананьевич пулăшать. Вĕсен пахчинче юмахри сăнарсем те «пурăнаççĕ». Çавăнпах мăнукĕсем те унта туртăнаççĕ. Çуркунне аистсем «вĕçсе килеççĕ», «йăва çавăраççĕ». Кил хуçи хĕрарăмĕ вĕсене монтаж кăпăкĕнчен тунă. Кăçал пахчара качака та пулĕ.

Пахчаçимĕç, чечек калчисене килтех çитĕнтерет Людмила Всеволодовна. «Чечексĕр пахчан илемĕ çук», - тет вăл. Пурнăçа, хитрелĕхе юратаканскер театра кăмăллать. Орининри халăх театрне çÿрет. Хăй вăхăтĕнче унăн ашшĕ те, аппăшĕ те спектакльсенче вылянине пĕлтерчĕ вăл. Ашшĕ Айтар сăнарне ?«Айтар» драма% калăпланă, аппăшĕ - Елюка ?«Ялта» драма%. Хăй те тĕп рольсенче вылянине каларĕ.

Пĕлтĕр 95 çул тултарнă халăх театрĕ миçе ăрăва савăнтарман-ши? Унăн ячĕ-шывĕ халĕ те пĕлтерĕшлĕ. Халăх кăмăллать ăна.

Пур çĕре те ĕлкĕрме тăрăшать Людмила. Кашни ĕçре чун хавалĕ тупать вăл. Çавăнпах ăна пурăнма та, савăнма та аван.

                                                                                                                                                                                                                                                               Валентина Петрова

 

Источник: "Хресчен сасси"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Праздники сегодня

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика