Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх сывлăхĕшĕн тăрăшаççĕ

09 февраля 2015 г.

Урхас Кушкăра тахçан пысăк стационарлă пульницах пурччĕ. Халĕ ун вырăнне пĕтĕмĕшле практика врачĕн (çемье врачĕн) офисне йĕркеленĕ. Вăл малтан пульница пулнă çуртăн пĕр пайне çеç йышăнать. Пушаннă пỹлĕмсенче вара ял хутлăхĕн администрацийĕ, Культура çурчĕ тата библиотека вырнаçнă. Çемье офисĕнче кăнтăрлахи стационар ( 4 вырăн) ĕçлет. Пульницăра вара пĕр харăс вуншар çын выртса сипленме пултарнă. Çапах та урхаскушкăсен тата çывăхри ялсенче пурăнакансен шăпана ỹпкелеме кирлĕ мар. Вĕсен чирлесен район центрне кайма кирлĕ мар, кунта, çывăхра вырнаçнă офиса, килме пулать. Паянхи кун офисра виçĕ врач вăй хурать. Чи опытли тата нумай ĕçлекенни - çемье врачĕ Эльвира Феофановна Федорова. 31 çул вăй хурать вăл медицина сферинче. Хастар пульница ĕçченĕ çинчен эпир хамăр хаçатра та сахал мар çырса кăларнă. «Земство тухтăрĕ» патшалăх программипе килĕшỹллĕн вара тата тепĕр икĕ врач – Ирина Анатольевна Петькова тата Татьяна Юрьевна Трусова (педиатр) ĕçлеççĕ. Мĕнпурĕ офисра 10 çын тăрăшать. Сасартăк тата йывăр чирлесе ỹкнисем патне «Васкавлă пулăшу» машини çỹрет.Офис 20 яла тивĕçтерсе тăрать.

Источник: "Наше слово" ( Мариинско-Посадская районная газета)

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429562, Чувашская Республика, Мариинско-Посадский район, с. Первое Чурашево, ул. Школьная, 9б
Телефон: (83542) 34242
Факс: (83542) 34242
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика