Питишевское сельское поселение Аликовского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ял çынни библиотека фондне пуянлатать

29 ноября 2014 г.

Питĕшкассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан шкулта кĕçĕн классенче вĕренекенсем урок пĕтнĕ хыççăн хăнăхнă йăлапа ял библиотекине çул тытрĕç. Выляса, кулса çитсе кĕчĕç вулавăша. Çири тум-тирĕсене пĕр тенкел çине хывса хучĕç те çĕнĕ кĕнекесене пăхма пикенчĕç. Пĕчĕк пулин те хăйсене библиотекăра мĕнле тытмаллине пĕлеççĕ. Хыттăн калаçса ыттисене мешетлемеççĕ, хăйсене мĕн кăсăклантарнине те Татьяна Олеговна  библиотекарьтен шăппăн ыйтаççĕ.

Ачасене вулавăша илĕртес тĕллевпе тăтăшах вĕсемпе тĕрлĕ мероприяти ирттерет. Çĕнĕ кĕнекене вуласа тухнă хыççăн пĕрле тишкересси, унти сăнарсен ырă е усал ĕçĕсене палăртасси йăлана кĕнĕ ĕнтĕ.

- Çакă кĕçĕннисене малашне те кĕнеке-журналпа çывăхрах туслашма май парать, пурнăçра лайăххипе япăххине уйăрма вĕрентет. Çавăн пекех пĕчĕкскерсем хушшинчи туслăха çирĕплетет, калаçу чĕлхине йĕркелеме пулăшать,- ăнлантарать Питĕшкассинчи библиотека заведующийĕ.

Кĕнеке вуласа ывăнсан алăсене ĕçе хăнăхтарас тĕллевпе мĕн те пулсан маçтăрлама та вĕренеççĕ кунта. Акă кĕрхи çулçăсенчен хатĕрленĕ кĕлчечексен çыххи уйрăмах куçа тыткăнлать.

Таврана каç сĕмĕ çапма пуçличчен килĕсене саланаççĕ шăпăрлансем. Çакăн чухне ĕнтĕ пĕр самантлăха библиотека шăпланать. Çак вăхăтра вара Т.Иванова çÿлĕксем çинчи кĕнекесене майлаштарать, хаçатсене çĕлесе хурать. Выльăх-чĕрлĕх пуçтарсан аслăрах çулсенчисем библиотекăна килеççĕ. Пĕрисем кунта пичет кăларăмĕсене вулама çÿреççĕ. Çулсеренех 10 хаçат-журналтан кая мар çырăнаççĕ. Кашнинех типтерлĕ пухса пыраççĕ.

- Хаçатра пичетленнĕ саккунри çĕнĕлĕхсене тăтăшах ыйтаççĕ ял çыннисем. Вĕсен копийĕсене хатĕрлесе паратпăр. Хамăр патĕнче çук кăларăмсенчи статьясене Элĕкри тĕп библиотекăна заявка тăрататпăр. Кĕске вăхăтрах пурнăçлатпăр ыйтăвĕсене, - ĕç-хĕлпе паллаштарать Татьяна Олеговна.

Ку тытăмра çамрăк специалист виççĕмĕш çул çеç ĕçлет-ха. Апла пулин те, ял çыннине вулавăша илĕртмелли майсем тупнă.

- Паянхи куна Питĕшкассинчи библиотека фондĕнче 8 пин ытла кĕнеке шутланать. Вĕсенчен ытларахăшĕ вырăслисем. Чылайăшĕ малтанхи тапхăрта килнисем, - каласа парать çамрăк специалист.

Вăтам çулсенчисем вырăсла, чăвашла кĕнекесене те «шĕкĕлчеççĕ» пулсан, аслăраххисем тăван чĕлхепе хальхи авторсем çырнисене вуласшăн-мĕн. Питĕшкассинчи Татьяна Семенова чăн-чăн кĕнеке тусĕ. Вăл ку тăрăхра чи нумай кĕнеке вулакан шутланать. Çамрăксенчен Лариса Захарова, Наталия Чебакова, Мария Васильева вырăнти вулавăшран тухма та пĕлмеççĕ темелле.

Юлашки çулсенче компьютер техгнологийĕ вăй илнĕрен Питĕшкассинчи библиотека çумĕнче те хăйне евĕрлĕ вĕренÿ курсĕ йĕркеленĕ. Аслă çулсенчисем кулленех çĕнĕ техникăпа ĕçлеме, усă курма хăнăхас тĕллевпе кулленех кунта çÿреççĕ. Каçсерен вара Питĕшкассинчи вăтам шкулта аслă классенче вĕренекенсем пухăнаççĕ. Татьяна Олеговна ертсе пынипе вĕсем «Тин» ушкăна пĕрлешнĕ. Хăйсен пултарулăхĕпе районта иртнĕ конкурссенче палăрма ĕлкĕрнĕ те ĕнтĕ.

Библиотека фондне пуянлатас тĕллевпе çу уйăхĕнчен пуçласа авăн уйăхĕччен «Вулавăша кĕнеке парнеле» акци ирттернĕ. Питĕшкасси тăрăхĕнче пурăнакансем активлă хутшăннă унта. Шупашкартан темиçе çул каялла ку тăрăха куçса килнĕ Алевтина Наумова хальхи вырăс классикĕсен 40 ытла кĕнекине парнеленĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕн специалистĕнче тăрăшакан Эльвира Макарова 30-а яхăн чăвашла кĕнеке илсе килсе панă. Питĕшкассинчи Игорь Ивановăн вырăсла, Çулавăçри Николай Павловăн чăвашла виçĕ теçетке ытла кĕнекисем те библиотека фондне самаях пуянлатнă. Вулакансем хăшĕ-пĕрне илсе кайма та ĕлкĕрнĕ. Çамрăк библиотекарь кулленхи ĕçе пурнăçланипе пĕрлех район, республика шайĕнчи конкурссене те хутшăнма ĕлкĕрет. Темиçе диплом та çĕнсе илнĕ. Çавăн пекех ăс-хакăлне ÿстересси çине те пысăк тимлĕх уйăрать, куçăмсăр майпа аслă пĕлÿ илет.

 

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429240, Аликовский район, д. Питишево, ул. Войкова, д. 58
Телефон: 8(83535) 62-2-16
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика