Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Кĕске вăхăтра регистрацилеççĕ

15 октября 2014 г.

Кашни çыннăн тенĕ пекех хăйĕн харпăрлăхĕнче куçман пурлăх - хваттер е çурт-йĕр, дача, çĕр лаптăкĕ пур. Хальхи вăхăтра вĕсене шута илессине, сутассине е туянассине патшалăх енчен тĕрĕслесе тăраççĕ. Çав тĕллевпе Раççейре ятарлă орган йĕркеленĕ - кашни субъектрах Росреестр Управленийĕ пур. Вĕсем хатĕрленĕ правăсен Пĕрлехи патшалăх реестрĕ куçман пурлăх рынокне уçăмлатать, унăн çаврăнăшĕнче куçман пурлăхпа ултавлă майпа усă курма хăтланакан çынсен çулне пỹлет.

Хальхи вăхăтра районта пурăнакан кашни çынран харпăр хăйĕн куçман пурлăхне регистрацилесси, ăна кадастр учетне, ун çинчен тĕрлĕ сведени е справка илесси пирки документсен пуххине районти нумай функциллĕ центр йышăнать. Çакă кĕтсе тăрассине те чылай чакарать. Нумай функциллĕ центр урлă йышăннă документсене Росреестрăн районти уйрăмĕпе килĕшсе, вĕсемех 5 кунра хатĕрлесе параççĕ. Кун пек чухне вара çын пĕрре патшалăх пулăшăвĕсене илме кирлĕ документсене парса хăварать, тепре - хатĕр документсене илме килет. Çавăн пекех çын хăйне кирлĕ тĕрлĕ енлĕ пулăшусене пĕрре килсе пĕр çĕртех илме пултарать, хайĕн вăхăтне перекетлет.

Ĕç кунĕ тунти кун, юн кун, кĕçнерни кун, эрне кун 8 сехетрен пуçласа 18 сехетчен, ытлари кун 8 сехетрен пуçласа 19 сехетчен, шăмат кун 9 сехетрен пуçласа 13 сехетчен пырать. Кăсăклантаракан ыйтусем çине 2-57-09 номерлĕ телефонпа шăнкăравласа хурав илме май пур.

Источник: "Елчĕк Ен"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика