Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » краинăран тарса килнисене - социаллă хỹтлĕх

09 июля 2014 г.

Июлĕн 5-мĕшĕнче Республика Пуçлăхĕ Михаил Игнатьев район администрацийĕсен пуçлăхĕсемпе видеоконференци мелĕпе канашлу ирттернĕ. Унта сăмах Украинăран тарса килнисене пулăшу парасси çинчен те пынă. ЧР сывлăх сыхлавĕн министрĕ Алла Самойлова пĕлтернĕ тăрăх, Украинăран килнĕ граждансене пулăшу парас ыйтусене татса пама республикăра ятарлă ĕç ушкăнĕ йĕркеленĕ. Раççей Миграци службин Чăваш Республикинчи Управленине июлĕн 4-мĕшĕ тĕлне вăхăтлăх хỹтлĕх ыйтса 75 çынран тăракан 49 çемье пынă, вĕсенчен 19-шĕ - ачасем. Июнĕн 30-мĕшĕнчен пуçласа июлĕн 4-мĕшĕччен Украинăран килнĕ çемьесенче икĕ ача çуралнă. Украина гражданĕсем ытларах тăванĕсем патĕнче пурăнаççĕ, вĕсене медицина пулăшăвĕпе тỹлевсĕр тивĕçтереççĕ. Çỹлерех асăннă кунсенче республикăри медицина учрежденийĕсене 25 граждан пынă. Июлĕн 4-мĕшĕ тĕлне Чăваш Енри 83 çын украинсене пурăнмалли вырăнпа тивĕçтерме хатĕррине пĕлтернĕ, тарса килнĕ 13 çемье çак пулăшупа усă курнă та ĕнтĕ. Миграци службин Чăваш Енри Управленийĕн начальникĕ Виталий Черничкин пĕлтернĕ тăрăх, пирĕн Республикăна Украинăран тухса кайнă тата 250 çын килес шухăшлă. Хальлĕхе вĕсем Ростов облаçĕнче чарăннă. Михаил Игнатьев Украина гражданĕсене вăхăтлăх пурăнма илекен çемьесене тав тунă, власть органĕсен тата муниципалитетсен ертỹçисене тарса килекенсене пулăшу парассине, ĕçпе тивĕçтерессине тĕрĕслесех тăма чĕнсе каланă. Видеоконференцие хутшăннă Раççей Федераци Канашĕн членĕ Галина Николаева республика ертỹлĕхне Украинăран тарса килнисене пулăшу кỹрес ыйтусене активлă татса панăшăн тав тунă. Пирĕн тăрăха Украинăран тарса килнисене пулăшас текенсен чи малтанах вĕсене гигиена хатĕрĕ, тумтир, атă-пушмак, чылай вăхăтлăх упрама юрăхлă апат-çимĕç кирлине пĕлмелле. Тăван çĕр-шывĕнчен ирĕксĕр тухса кайма тивнисем хушшинче ачасем йышлă пулнă май тетте те ытлашши мар. Инкеке лекнисем валли çавăн пекех вырăн таврашĕ, ал шăлли, çỹхе утиял, ача-пăча кĕнеки, шкул хатĕрĕ, сотовăй телефон, савăт-сапа, медикамент, шăрпăк, çурта кирлĕ. Гуманитари пулăшăвне Шупашкар хулинчи Трактор тăвакансен проспектĕнчи 45 çуртăн 109-мĕш пỹлĕмĕнче йышăнаççĕ. Телефонсем: 8 (8352) 20-32-38, 89063642220. Палăртмалла, Миграци службин районти уйрăмне пулăшу ыйтма Украинăран килнĕ, хальлĕхе Хĕрлĕ Чутай салинче, Мучикассипе Тралькассинче вăхăтлăх пурăнакан 8 çын пынă, вĕсенчен иккĕшĕ - ачасем, пĕр мăшăр, ыттисем - арçынсем. Пĕри беженец статусне илесшĕн, ыттисем пирĕн патран каясшăн мар, Раççей гражданинĕсем пуласшăн. Тĕрĕссипе вара районта Украинăран тарса килнĕ çынсем татах пур, вĕсем тăванĕсем патĕнче пурăнаççĕ, анчах та хỹтлĕх шыраса Миграци службин районти уйрăмне хальлĕхе пыман.

А.СЕМЕНОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика