Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Районти ултă тăлăх ача çĕнĕ хваттере пурăнма куçĕ

28 июля 2014 г.

Районти ултă тăлăх ача çĕнĕ хваттере пурăнма куçĕ

Районта пурăнакан ултă тăлăх ача июлĕн 24-мĕшĕнче Ленин урамĕнчи çĕнĕ çурта пурăнма куçма хваттер уççине савăнăçлă лару-тăрура илчĕ. Çутă та таса пỹлĕмлĕ хваттер хуçисене саламлама ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕ Валерий Павлов, район пуçлăхĕ Александр Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, "Красночетайское" КСО ТЯО директорĕ Павел Кандейкин, райадминистраци пайĕсен заведующийĕсемпе начальникĕсем çитрĕç, çамрăксене хăтлă вырăнта пурăнма телей сунчĕç, парнесем пачĕç. Çавăн пекех вĕсене тус-юлташĕсемпе тăванĕсем саламларĕç. Çамрăк кил хуçисен ячĕпе Михаил Секайкин сăмах илчĕ. Вăл пулăшу панăшăн район администрацине тата Чăваш Ен Правительствине тав сăмахĕ каларĕ. Йăлана кĕнĕ тăрăх хваттер уççисене панă тата хĕрлĕ хăйăва каснă хыççăн хăнасем çĕнĕ çуртри пỹлĕмсене кĕрсе курчĕç. Хваттерсем хальхи требованисене пăхăнса тăраççĕ, пỹлĕмсенче юсав ĕçĕсене туса ирттернĕ, сантехника тата электричество плитисене вырнаçтарнă, пур коммуникацисене те хута янă. Унтан хăнасем Хĕрлĕ Чутай салинчи Çамрăксен урамĕнчи икĕ çĕнĕ çуртра пулса курчĕç. Вĕсем вырăнтах асăннă урама çутăпа тивĕçтерес ыйтăва пăхса тухрĕç. Çитес вăхăтра районти тата темиçе тăлăх ача кунти хваттерсене пурăнма куçĕ. А.АЛЕКСЕЕВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика