Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пенси шутламалли çĕнĕ йĕрке çинчен

06 августа 2014 г.

2015-мĕш çултан Раççейре пенси страховани тытăмĕнчи граждансен прависене тата пенси виçине шутлассине çĕнĕлле йĕркелеме тытăнаççĕ. Çĕнĕ саккунсем вăя кĕриччен çур çултан та сахалрах юлчĕ. Пенси шутламалли çĕнĕ йĕрке çинчен паян Раççей Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн управляющийĕ Роза Алексеевна Кондратьева каласа парать. _ Роза Алексеевна, 2015-мĕш çултан страховани тата пухăнса пыракан пенсисене хăй тĕллĕн тỹлеве уйăраççĕ. Страховани пенсине тивĕçмелли условисем мĕнлерех улшăнаççĕ? _ 2015-мĕш çултан пенсисене "Страховани пенсийĕсем çинчен" саккунпа шутлама тытăнаççĕ. Унпа килĕшỹллĕн пенси çине хĕрарăмсем малтанхи пекех 55 çула çитсен, арçынсем 60 çула çитсен тухма пултараççĕ. Ĕç стажĕн тата официаллă ĕç укçин пĕлтерĕшĕ пенсие тивĕçме çĕнĕлле тĕп условисем шутланаççĕ _ страховани стажĕ 15 çултан кая мар (халĕ 5 çултан кая мар), ĕçленĕшĕн пĕтĕм тапхăрти пенси коэффициенчĕ 30-тан кая мар пулмалла. Çакăн чухлĕ коэффициента кашни çын ĕç укçине икĕ чи пĕчĕк шалу шайĕнче илсе 15 çул хушшинче пухма пултарать. Çак кăтартусене тапхăрăн-тапхăрăн кĕртеççĕ. 2015-мĕш çулта ватлăхра паракан страховани пенсине тухма страховани стажĕ 6 çул, пенси коэффициенчĕн виçин калăпăшĕ 6,6-ран кая мар пулмалла. 2025-мĕш çултан вара çĕнĕ йĕрке туллин ĕçлеме тытăнать. _ Пенси çине тухма 30 коэффициент кирли çинчен пĕлтертĕр. Мĕн-ха вăл коэффициент. Ăна мĕнле шутлаççĕ? _ Уйрăм пенси коэффициентне кашни ĕçленĕ çулшăн палăртаççĕ. Ăна ĕçлекен çыншăн тỹлекен страховани взнос суммине взнос тỹлеме палăртнă чи пысăк ĕç укçинчен тỹлекен взнос калăпăшĕ çине пайланине пенси коэффициенчĕн чи пысăк виçи çине хутласа палăртаççĕ (2015-мĕш çулта пенси коэффициенчĕн чи пысăк виçи _ 7,39, 2021-мĕш çулта _ 10). Тĕслĕхрен, 2015-мĕш çулта ĕçпе тивĕçтерекен 20 пин ĕç укçинчен 16 процент тарифпа пĕр çулталăк хушшинче 38,4 пин тенкĕ взнос тỹлет. Ĕç укçинчен взнос тỹлемелли чи пысăк виçе, калăпăр, 650 пин тенкĕпе танлашсан _ ку суммăран 16 процент тарифпа взнос 104 пин тенкĕ куçать. Çапла вара 38,4 пине 104 пин тенкĕне пайласан 0,37 пулать, 7,39 çине хутласан пĕр çул ĕçлени 2,7 балпа танлашать. Коэффициента шутланă чухне официаллă шалу укçине кăна шута илеççĕ _ вăл мĕн чуль нумайрах, çавăн чухлĕ кашни çулшăн паракан пенси коэффициенчĕ те пысăкрах. Пĕр коэффициентăн хакне кашни çулах Раççей Пенси фончĕн бюджечĕ çинчен Федераллă саккунпа çирĕплетеççĕ _ 2015 çулта унăн хакĕ 64 тенкĕ те 10 пуспа танлашать. _ Апла 30 коэффициент ĕçлесе илсен кăна арçынсем малтанхи пек 60 çулта, хĕрарăмсем _ 55 çулта пенси çине тухма пултараççĕ. Енчен те граждансем ĕç укçин чи пĕчĕк виçинчен сахалрах е пачах та ĕç укçине кăтартмасан вĕсен ĕç пенсийĕ илме ирĕк пулать-и? Ун пек чух вĕсем пенси çине миçере тухма пултараççĕ? _ Тивĕçлĕ кану ỹсĕмĕ тĕлне страховани стажĕ 15 çул тата пĕтĕм тапхăрти пенси коэффициенчĕсен сумми 30-тан сахалрах пулсан страховани пенсине памалли вăхăта каярах хăвараççĕ е социаллă пенсипе хĕрарăмсене _ 60 çула, арçынсене 65 çула çитсен тивĕçтерме май пур. Çавăнпа та граждансен пенси çинчен маларах шутламалла. Пурин те пĕлсе тăмалла _ пенси коэффициентне официаллă шалу укçинчен шутлаççĕ. Хăш-пĕр организацисем налук тата страховани взносĕ сахалрах тỹлес тесе официаллă шалăва ĕç укçин чи пĕчĕк пĕр виçе шайĕнче кăна кăтартаççĕ, ыттине конвертра тỹлеççĕ. Пенси фондне тăратнă отчетсем тăрăх ĕç укçин чи пĕчĕк виçинчен пĕчĕкрех шалăва Чăваш Республикинчи 6 пине яхăн организацисенче ĕçлекен 50 пин ытла çын илсе тăрать. Унсăр пуçне ĕç килĕшĕвĕ тумасăр ĕçлекенсем те сахал мар. Кун пек чух граждансен ĕç пенсийĕ çине тухма ирĕк пулмасть. Тата çакна каласа хăвармалла. 2014-мĕш çултанпа предпринимательсене 300 пин тенкĕрен нумайрах тупăш пулсан Пенси фондне страховани взносĕ ĕç укçин чи пĕчĕк пĕр виçинчен нумайрах тỹлеме май туса панă. Çапла вара вĕсен çулталăкри тỹлевĕ 17328,48 тенкĕ тата 300 пин тенкĕрен нумайрах тупăшран 1 процент хушса тỹлемелле пулать. Ку вĕсене тивĕçлĕ канăва хăй вăхăтĕнче тухма тата пенси шайне ỹстерме май парать. _ Ĕçлесе шалу укçи илнĕ тапхăрта коэффициентсене мĕнле шутланине пĕлтĕмĕр. Енчен те хĕрарăм ачапа ларать пулсан, е çамрăк çар службинче тăрать-тăк коэффициентсем шутланаççĕ-и? _ Çĕнĕ йĕркепе социаллă пĕлтерĕшлĕ тапхăрсене пенси шутлама стажа кĕртеççĕ, вĕсемшĕн коэффициент хушса параççĕ. Ку вăл салтакра службăра тăни, ачана 1,5 çула çитиччен, инвалид ачана тата 80 çул çитнĕ ватăна пăхнă тапхăрсем. Кунта çакна палăртса хăвармалла. Ачана çулталăк çурă çитиччен пăхнă тапхăршăн паракан балл виçи кашни ачашăн ỹсет: пĕрремĕш ачана пăхнă кашни çулшăн _ 1,8 балл, иккĕмĕшне _ 3,6 балл, виççĕмĕшпе тăваттăмĕш ачасемшĕн _ 5,4 балл. Енчен те йĕкĕрешсем çуралсан пĕтĕм коэффициента хушаççĕ (1,8 çумне 3,6 хушăнать). Унсăр пуçне патшалăх амăшлăха хỹтĕлес тĕллевпе ача пăхнă тапхăрсене пĕтĕмпе кăçалтан 4,5 çул таран шута илмелле тунă, 2015-мĕш çултан пуçласа _ 6 çул таран. _ Малтан эпир хамăр пенси счечĕ çинче пухăнса пыракан страховани взносĕ пирки Пенси фондĕнче, патшалăх пулăшăвĕн Пĕрлехи порталĕ çинче е хăш-пĕр банксем урлă пĕлме пултараттăмăр. Халĕ вара ĕçлекенсем кашни çулшăн мĕнле коэффициент палăртнине тата унăн пĕтĕмĕшле суммине ăçта пĕлме пултараççĕ? _ Пенси фончĕ кашни çыннăн çулталăкри коэффициентне уйрăм шутлать. Мĕн чухлĕ пухăнса пынине "Страховани тунă çыннăн уйрăм кабинечĕ" ятарлă электрон сервисра пĕлме пулĕ. Хальхи вăхăтра Пенси фончĕн пысăк пĕлтерĕшлĕ ĕçĕ вăл _ граждансем 2015 çулччен ĕçленĕ тапхăра коэффициент çине куçарса харпăр хăйĕн уйрăм счечĕ çинче шута илесси. Пенси фончĕ республикăри ĕçлекен граждансен (70 процент) 2002-мĕш çулчченхи пенси прависене конвертаци тунă ĕнтĕ. Ку информацие 2002-мĕш çулсенче пенси тытăмне страховани принципĕ çине куçарнă тапхăрта организацисем урлă пуçтарнă. Хăйсене ĕçпе тивĕçтерекенсем тата çав тапхăрта официаллă ĕçлемен граждансем нумайăшĕ çак информацие Пенси фондне çитермен. Çавăнпа та вĕсен ĕç кĕнекине е ĕç стажне çирĕплетекен справкăсене Пенси фондне тăратмалла. Кун пирки хуласемпе районсенчи Пенси фончĕн управленийĕсем халăха çыру ярса пĕлтернĕ. Анчах та çынсем е ăнланса çитейменнипе, е вăхăт çитменнипе Пенси фондне васкамаççĕ. Ĕç стажне çирĕплетме документсем тăратма чĕнсе янă çыру илекенсене Пенси фондне вăраха тăсса ямасăр кайма сĕнетĕп. _ Коэффициент мĕнле шутланине пĕлтĕмĕр. Унпа усă курса пенси виçине мĕнле шутлаççĕ? _ Пенси калăпăшне мĕн пур коэффициента унăн хакĕ çине хутласа тупаççĕ. Унсăр пуçне кашнине çирĕплетнĕ тỹлев хушаççĕ _ кун пек çирĕплетнĕ тĕп виçе хальхи пенси формулинче те пур _ унăн сумми 3935 тенкĕпе танлашать. Кунта çакна палăртса хăвармалла. Çĕнĕ саккун йĕркипе тивĕçлĕ кану ỹсĕмне çитсен пенси çине тухмасăр малалла ĕçлекенсене хавхалантармалли норма кĕртнĕ. Каярах пенсие тухнă кашни çулшăн преми коэффициенчĕ хушса тỹлеме палăртнă. Тĕслĕхрен, пенсие 5 çул каярах тухсан çирĕплетнĕ тỹлев 36 процент, страховани пенсийĕ 45 процент ỹсет. _ Пенсин çирĕплетнĕ тỹлев виçине ỹстерсе тỹлемелли йĕрке çĕнĕ саккунта пур-и? Ял ĕçченĕсене çав енчен мĕнле çăмăллăх туса панă? _ 1-мĕш ушкăн инваличĕсене, 80 çулхи ватăсене, çурçĕр районĕсенче ĕçлекенсене çирĕплетнĕ тỹлеве малтанхи пекех ỹстерсе тỹлеççĕ. Тĕслĕхрен, 1-мĕш ушкăн инваличĕсен, 80 çулхи ватăсен ыттисен пек 3935 тенкĕ мар _ икĕ хут нумайрах (7870 тенкĕ). Çĕнĕ саккунпа ялта пурăнакансене 30 çултан кая мар ял хуçалăхĕнче ĕçленĕ пулсан çирĕплетнĕ тỹлеве 25 процент хăпартса тỹлеççĕ. Раççей Правительстви икĕ çул хушшинче çак йĕркене çирĕплетме палăртнă _ 2016-мĕш çултан тỹлеве ỹстерсе параççĕ. _ Пенсие маларах тухмалли нормăсем сыхланса юлнă-и çĕнĕ саккунра? _ Çĕнĕ саккунра пенсие маларах тухмалли нормăсем сыхланса юлнă. Сиенлĕ тата йывăр условиллĕ ĕç вырăнĕ пур организацисем валли улшăнусем кĕртнĕ. Малтан вĕсен 1-мĕшпе 2-мĕш Списокпа ĕçлекенсемшĕн Пенси фондне саккунра çирĕплетнĕ хушма тарифпа взнос тỹлемелле пулнă _ 1-мĕш Списокпа _ 9 процент, 2-мĕш Списокпа _ 6 процент. 2014-мĕш çулхи январь уйăхĕн 1-мĕшĕнчен вăя кĕнĕ "Ĕç условийĕсене ятарлă хакласси çинчен" федераллă саккунпа килĕшỹллĕн организацисен сиенлĕ тата йывăр ĕç вырăнĕсене ятарлă хакламалла. Унăн кăтартăвĕсем тăрăх Пенси фондне тỹлемелли взнос тарифĕ 2 процентран 8 процент таран пулать. Хушма тарифа пĕчĕклетме май пурри ĕçпе тивĕçтерекенсене ĕç условийĕсене лайăхлатма хавхалантарать. Предприяти ĕçлекен çынпа калаçса татăлса патшалăх тытăмне кĕмен пенси фончĕпе килĕшỹ туса ун урлă пенсипе маларах тивĕçтерме те пултарать. Ун пек чух хушма взнос ун тытăмне хывăнать. Учительсемпе медицина ĕçченĕсен пенсие маларах тухмалли йĕрке улшăнман _ учительсем малтанхи пекех 25 çул педагогика стажĕ пулсан, врачсемпе медицина сестрисем ялта _ 25 çул, хулара 30 çул сиплев ĕçĕнче вăй хурсан ỹсĕме пăхмасăрах пенсие тухма пултараççĕ. _ 2015-мĕш çултан вăя кĕрекен çĕнĕлĕхсем хальхи пенсионерсене пырса тивеççĕ-и? Тата ĕçлекен пенсионерсен малтанхи пек кашни çул пенсийĕсене ỹстермелли йĕрке упранса юлать-и? _ Граждансен 2015-мĕш çулччен йĕркеленнĕ пенси прависем сыхланса юлаççĕ _ 2014-мĕш çул хушшинче вĕсен пенсийĕсене уйрăм пенси коэффициенчĕ çине куçарма палăртнă. Пенсионерсен пенси виçи улшăнмасть, кашнин пенси правине коэффициент çине куçараççĕ. Ĕçлекен пенсионерсен пенси шайне çулсерен шутласа ỹстерес ирĕк сыхланса юлать. Пенси виçин чи пысăк ỹсĕмĕ 3 коэффициентпа танлашать, тепĕр майлă каласан 23 пин тенкĕ таран шалу укçине шута илеççĕ. Раççей Пенси фончĕн Чăваш Республикинчи уйрăмĕн пресс-служби.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика