Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ăмăртусенче активлă çемьесем

25 августа 2014 г.

Августăн 11-мĕшĕнче районти тĕп стадионта иртнĕ Сывлăхпа спорт кунĕнче йĕркеленĕ тĕрлĕ ăмăртусене районти ял тăрăхĕсенчен килсе çитнĕ çемьесем те активлă хутшăнчĕç. Вĕсем _ Хĕрлĕ Чутайри Барышниковсем, Магаськинсем, Кондратьевсем, Дадюковсем, Калкассинчи Алексеевсем, Тури Çĕрпỹкассинчи Ярандайкинсем, Питĕркассинчи Гавриловсем, Герасимовсем, Тралькассинчи Лаврентьевсем тата ыттисем. Физкультурăпа спорта юратакан ашшĕ-амăшĕ хăйсен тĕпренчĕкĕсене пĕчĕкренех спорта явăçтарать. Спортпа туслă çемье _ çирĕп çемье. Ăна спорт çирĕплетет, туслă пурăнма вĕрентет. Çемье эстафетинче тулли çемьесем хушшинче (ашшĕ, амăшĕ тата ачи) Алевтинăпа Александр тата Регина Алексеевсем чи хăвăртраххисем пулчĕç. Иккĕмĕш вырăна Барышниковсем, виççĕмĕшне Ярандайкинсем тухрĕç. Амăшĕпе ачи хутшăнакан эстафетăра Кондратьевсем çĕнтерчĕç. Гавриловсем финиша иккĕмĕш чупса çитрĕç. Çĕнтерỹçĕсем пурте грамотăна тивĕçрĕç. А.ЗАМУТКИНА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика