Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Вырăнтине суйла - хамăрăнне туян"

01 сентября 2014 г.

Республикăра "Вырăнтине суйла _ хамăрăнне туян" акци иртмелле. Çак акцие çĕршыв Президенчĕн хăш-пĕр ятарлă экономика мерисем йышăнассипе çыхăннă Хушăвне пурнăçласа йĕркелеççĕ. Хамăр патри продукци пирки халăх патне çитерес тĕллев лартнă май çынсене ун патне илĕртесшĕн. Республикăри акци сентябрь уйăхĕнчен тытăнса декабрьччен пымалла. Ăна пуçараканĕсем _ Ял хуçалăх, Экономика аталанăвĕн министерствисем. Акци операторĕ _ Чăваш Енĕн Суту-илỹпе промышленность палати. Çак мероприяти вăхăтĕнче хамăр патри продукци çинчен каласа кăтартакан информаципе анлă паллаштарма шухăшлаççĕ. Кун валли радио-телевиденипе хаçатран тытăнса реклама экранĕсемпе урамра çырса çакасси таранах шухăшлаççĕ. Телевизорпа "Тĕрĕс-левлĕ туяну" текен проект пурнăçа кĕртесшĕн. Ку вăл Раççей телеканалĕсенчен пĕринпе ирттерекен çавăн йышши кăларăма çывăх пулĕ. Ун вăхăтĕнче хамăр патри тата республика тулашĕнче кăларакан продукцие туянĕç те ăна экспертсем хаклĕç.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика