Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Итали артисчĕсем пултарулăхĕпе савăнтарчĕç

25 июня 2014 г.

Итали артисчĕсем пултарулăхĕпе савăнтарчĕç

Республика кунне халалласа иртнĕ "Раççей çăл куçĕсем" фестивале Чăваш Ене тĕрлĕ çĕр-шывран пултарулăх ушкăнĕсем чылай килнĕ. Вĕсем хушшинче - Италири "Про Локо Самугео" ансамбль те. Республикăн тĕп хулинче иртнĕ фестивале хутшăннипе пĕрлех Итали артисчĕсем тĕрлĕ районта хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарнă, çав шутра - пирĕн патра та. Июнĕн 21-мĕшĕнче асăннă фольклор коллективĕ хăнасене хапăл Хĕрлĕ Чутай çĕрĕ çине çитнĕ, Етĕрнепе Чутай чиккинче вĕсене райадминистрацин культура пайĕн начальникĕ Александр Самсонов кĕтсе илнĕ. Чи малтанах Итали артисчĕсем Сĕнтĕкçырминчи Культура çуртĕнче Сардини ташшисемпе паллаштарнă. Курма пухăннă халăх ют çĕр-шыв артисчĕсен пултарулăхĕпе кăмăллă юлнă. Хусанушкăнь ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Любовь Кузнецова вара итальянсене тав тунă май асăнмалăх çăпата тата наци тум-тирне парнеленĕ. Унтан фольклор ушкăнĕ "Çын тата çут çанталăк" халăх музейĕнче пулса курнă. Каçхи ултă сехетре вара "Про Локо Самугео" фольклор ушкăнĕ Хĕрлĕ Чутайри Культурăпа кану центрĕ умĕнче пултарулăхĕпе паллаштарчĕ. Хăйне евĕрлĕ наци костюмĕсем тăхăннă хĕрсемпе каччăсем е хăвăрттăн, е вăраххăн ташласа хăйсен тăрăхĕнчи йăла-йĕркепе паллаштарчĕç. Куракансем Сардини ташшисенче ытларах "урасем шунине" палăртрĕç. Итальянсен фольклор кĕввисемпе ташшисем хĕрлĕчутайсен кăмăлне кайрĕç, куракансем кашни номер хыççăнах тăвăллăн алă çупрĕç. Юлашкинчен хамăр район артисчĕсем, вырăнти çи-пуç тăхăннăскерсем, итальянсене тав сăмахĕ каланă май чăвашла ташласа-юрласа пачĕç.

А.КАРПОВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика