Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хисеп хăми çĕнĕ сăнсемпе пуянланнă

21 июня 2014 г.

Хисеп хăми çĕнĕ сăнсемпе пуянланнă

Çултан-çул район Хисеп хăми çĕнелсе тăрать. Ун çинче учрежденисемпе организацисенчи, предприятисенчи пысăк квалификациллĕ, опытлă, пултаруллă ĕçченсене курма пулать. Çак хисепе тивĕçнисен йышĕнче тракторист та, пăру пăхакан та, воспитатель те, агроном та, доярка та, слесарьпе ытти професси çыннисем те пур. Вĕсем пурте производствăра, социаллă сферăра ырă тĕслĕх кăтартаççĕ. Иртнĕ çулхи ĕç кăтартăвĕсемпе хисепе тивĕçнисен шутĕнче: "Коминтерн" ЯХПК тракторисчĕ Александр Николаевич Сидоров тата пăру пăхаканĕ Мария Никифоровна Князева, "Нива" ЯХПК тракторисчĕ Владислав Валерьевич Алжейкин, Н.И.Лисаев хресченпе фермер хуçалăхĕн тракторисчĕ Георгий Геннадьевич Судаков, Серенкассинчи пуçламăш шкул-ача сачĕн "Пилеш" ушкăнĕн воспитателĕ Светлана Петровна Сякаева, "Бытовик" ТЯО çĕвĕçи Валентина Ильинична Бурина, "Янтарь" ТЯО-н директор тивĕçĕсене пурнăçлаканĕ Раиса Борисовна Еклакова, районти потребительсен обществин Яманкассинчи лавкка заведующийĕ Елена Ивановна Григорьевская, район больницин анастезиологипе реанимаци уйрăмĕн заведующийĕ тата врачĕ Вячеслав Михайлович Ейков, Хусанушкăнь ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Любовь Геннадьевна Кузнецова, Ачасен искусство шкулĕнчи фортепиано уйрăмĕн преподавателĕ Людмила Ивановна Кирюшина, "Жилсервис" ТЯО дворникĕ Татьяна Ильинична Тарасова, Хĕрлĕ Чутайри газ участокĕн слесарĕ Юрий Алексеевич Андрианов, Штанашри ветеринари пункчĕн заведующийĕ Галина Павловна Софронова, 23-мĕш номерлĕ аптекăн директор çумĕ Алевтина Николаевна Сезяйкина. Ĕçчен те пултаруллă çынсен ячĕсем ыттисене те тăрăшарах ĕçлеме хавхалантарса пырĕç.

А.АЛЕКСЕЕВА.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика