Хозанкинский территориальный отдел Красночетайского муниципального округаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чутайсен кĕрекинче хуçаланчĕ АКАТУЙ

18 июня 2014 г.

Эй, атте-анне çĕр-шывĕ,

Ỹс те чечеклен!

Эс пулсан эпир те сывă,

Хаклă Чутай Ен!

Çĕр ĕçченĕн тĕп уявне ирттерме район çыннисем июнĕн 12-мĕшĕнче йăлана кĕнĕ тăрăх "Чавал" уçланкăна пухăнчĕç. Çанталăк çумăрлă пулнăран-ши, халăх ытти çулсенчи чухлех пухăнаймарĕ, апла пулин те Раççей кунне тата акапа сухана вĕçленине халалланă Ĕçпе юрă тата спорт уявĕ çỹллĕ шайра иртрĕ. Акатуй вăл _ сывă пурнăç, Акатуй вăл _ ыр йăла... Уява йĕркелекенсем хăнасене "Чавал та" хăтлă пултăр тесе чунтанах тăрăшнă. Таса уçланкă, илемлĕ сцена, ял тăрăхĕсен тата районти организацисемпе предприятисен хăна картишĕсем, суту-илỹ, спорт ăмăртăвĕсем, ташă-юрă, вăйă-кулă... Районăн пĕрлештернĕ хорĕ Раççей тата Чăваш Республикин гимнĕсене шăрантарнă тата Чутай пикисем чăваш ташă композицине лартса панă хыççăн уява пухăннисене саламлама сцена çине ЧР Министрсен Кабинечĕн Председатель çумĕ _ строительствăпа архитектура тата коммуналлă хуçалăх министрĕ Олег Марков, ЧР Патшалăх Канашĕн депутачĕсем Николай Маловпа Валерий Павлов, ЧР тĕрĕслевпе шутлав палатин председателĕ Татьяна Минина, район пуçлăхĕ Александр Степанов, район администрацийĕн пуçлăхĕ Александр Башкиров, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем тата предприятисемпе организацисен ертỹçисем, кỹршĕ районсенчен килсе çитнĕ хăнасем хăпарчĕç. Сумлă хăнасен аллинчен районăн пултаруллă ĕçченĕсем тĕрлĕ шайри наградăсене тивĕçрĕç. Уявăн савăнăçлă пайĕ хыççăн чаплă концерт пуçланчĕ. Пултарулăх ушкăнĕсем хăйсен ташши-юррипе паллаштарнă вăхăтрах паттăрсем вăй виçрĕç, кĕрешрĕç, спортсменсем волейболла вылярĕç... Пĕчĕккисем чупрĕç, сикрĕç, кулчĕç, пылак апатпа сăйланчĕç. Пĕр-пĕрне тахçантанпах курманнисем чун каниччен калаçрĕç. Чылайччен хаваслă сас тăчĕ "Чавалта". Шел те, концерт вĕçленнĕ çĕре куракансем юлманпа пĕрехчĕ Акатуйра. Хытах сивĕ шăнчĕç-ши _ килĕсене саланма васкарĕç чутайсем. Апла пулин те уяв программинче палăртнă маттур артистсем пурте сцена çине тухрĕç. Юлашкинчен вара "Хастар" ФСК-н Татьяна Сергеева ертсе пыракан спорт аэробикин уйрăмне çỹрекенсем ташă флэшмобĕ ирттерчĕç, Акатуйăн чи чăтăмлă хăнисене те ташлаттарчĕç. А.КАРПОВА.

Мой МирВКонтактеОдноклассники

Яндекс.Метрика

 

Система управления контентом
429046, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Санкино, ул. Ленина, д.6
Телефон: 8(83551) 38-2-16
Факс: (83551) 2-17-57
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика