Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕлтĕр йĕрĕ шкул ачисене тата çемьесене пухрĕ

06 февраля 2013 г.

Муркашсен йĕлтĕр йĕрĕ ку таранччен сахал мар йĕлтĕрçе пысăк спорта çул уçса панă. Акă Раççейри шкул ачисен хĕллехи улттăмĕш спартакиадин 1-мĕш тапхăрĕнче малти вырăнсене тухма пултарнă Светлана Соколовăпа Диана Чернова çак кунсенче Мордови республикинче иртекен Раççей ăмăртăвне хутшăнаççĕ. Ку чи «çамрăк» тĕслĕх кăна-ха. Унчченхисем те чылай...

Шăмат кун вара Муркашри В. Егорова ячĕллĕ спорт шкулĕн йĕлтĕр йĕрĕ çине черетлĕ вăй виçекенсем – шкул ачисен командисем тата çемьесен командисем пухăнчĕç. Чи малтанах вара район ăмăртăвне Муркашри, Калайкассинчи, Çатракассинчи, Орининти, Йÿçкассинчи вăтам шкулсем икшер команда тăратнине палăртса хăвармалла. Ытти шкулсемшĕн ку тĕслĕх вырăнне пултăр.

Шкул ачисен эстафети кашни çулах иртет. Кашни çулах унăн хăйĕн çĕнтерÿçисем. Чи малтан старта вăтам шкулсем тухрĕç. 6 тапхăртан тăракан эстафета часах вĕçленчĕ: хăшĕсем чăнах та çилпе танах чупаççĕ тейĕн. Кăçал Муркашри вăтам шкулăн пĕрремĕш команди  призерсен пъедесталĕн чи çÿллĕ картлашки çине хăпарма пултарчĕ. Тепĕр икĕ картлашка çине Калайкассисем никама та пустармарĕç: шкулăн пĕрремĕш команди иккĕмĕш вырăна, иккĕмĕш команди виççĕмĕш вырăна тухрĕç.

Вăтам шкулсенчи «ĕçтешĕсене» сăнанă хыççăн старта тĕп шкулсен командисем тухрĕç. Вĕсен командинче вăтам шкулсенче вĕренекенсен пек 6-шар çын мар, 4-шар пулчĕ: икĕ арçын ача тата икĕ хĕр ача. Эстафетăра Сыпайри тĕп шкулта вĕренекенсем çĕнтерчĕç, иккĕмĕш вырăна Тойкилтĕсем, виççĕмĕшне – Шетмĕпуçсем тухрĕç.

Ăмăртăва пухăннисем çемье командисене те куçран вĕçертмесĕрех сăнарĕç. Икĕ ушкăнпа тупăшрĕç вĕсем: ашшĕпе амăшĕ 12 çулчченхи ачапа тата ашшĕпе амăшĕ 15 çулчченхи ачапа.

Пĕрремĕш ушкăнра тăватă çемье ăмăртрĕ. «Путь Ильича» агрофирмăран ăмăртăва Смирновсен çемйи тухрĕ. Вĕсем малти вырăна çĕнсе илчĕç. Иккĕмĕш вырăна Йÿçкасси ял тăрăхĕнчи Романовсен çемйи тухрĕ, Муркаш ял тăрăхĕнчи Беловсем виççĕмĕш вырăна алăран вĕçертмерĕç. Ярославка ял тăрăхĕнчен килнĕ Ушаковсем тăваттăмĕш пулчĕç.

Иккĕмĕш ушкăнра виçĕ çемье кăна пулнăран пурте медальсемпе дипломсене тивĕçесси малтанах паллă пулчĕ. Анчах медалĕн те, дипломăн та хăйĕн «йывăрăшĕ» пур-çке-ха. Апла пулсан – малашнехи хавхалантару та. Эстафетăра «чи йывăр» та пĕлтерĕшлĕ медале Çатракассинчи Григорьевсен çемйи тивĕçрĕ. Иккĕмĕш вырăнта – çав ял тăрăхĕнчех пурăнакан Скворцовсем, виççĕмĕш вырăнта – Хорнуй ял тăрăхĕнчи Гордеевсем.

Пĕтĕмĕшле илсен йĕлтĕр йĕрĕ çинче выляса яракансем пулмарĕç. Ашшĕ-амăшĕпе пĕрле ăмăртăва тухнă ачасем вара уйрăмах хаваслă пулни сисĕнчĕ.

Ăмăртусене

Н. Николаева сăнанă.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика