ОТДЕЛ КУ ЦЗН ЧУВАШСКОЙ РЕСПУБЛИКИ МИНТРУДА ЧУВАШИИ ПО ГОРОДУ ШУМЕРЛЯОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

Публикации » Çул çитмен 12 пин ытла çамрăка ĕçе вырнаçтарнă

11 сентября 2014 г.

Республикăн ĕçе вырнаçтаракан службин органĕсем паракан патшалăх пулăшăвĕсенчен пĕри - 14-18 çулсенчи çул çитмен çамрăксен вĕренÿрен пушă вăхăтри вăхăтлăх ĕçне йĕркелесси. Ĕçе хăнăхса çамрăксен пулас профессине лайăх ăнкарса суйласа илме май пур, çакă малашне ĕçчен, социаллă пурнăçра яваплă ăру çитĕнтерме пулăшĕ. Кунсăр пуçне çул çитмен çамрăксен ĕçĕ - яш-кĕрĕм право йĕркине пăснă тĕслĕхсен, преступленисен, харпăр хăйне обществăна хирĕçле тыткаланинчен асăрхаттармалли витĕмлĕ мера. Вĕренÿрен пушă вăхăтра ĕçлеме кăмăл тăвакан çула çитмен çамрăксен йышĕ кашни çулах çуллахи тапхăрта ÿсет, çамрăксем ĕç тĕлне пĕлни уйрăмах пĕлтерĕшлĕ. Çул çитмен çамрăксене вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарас енĕпе вырăнти хăй тытăмлăх, вĕренÿ, социаллă хÿтлĕх органĕсемпе, çул çитмен çамрăксен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен, вĕсен прависене хÿтĕлекен комиссисемпе, ытти организаципе, ĕç паракансемпе ĕçлеççĕ.

Чăваш Республикин 2012-2020 çулсенче "Халăха ĕçпе тивĕçтересси" Патшалăх программине пурнăçласа республикăн ĕçпе тивĕçтерекен службин органĕсем кăçал çул çитмен 16100 гражданина вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарма палăртнă. Иртнĕ 8 уйăхра çул çитмен граждансем валли вăхăтлăх ĕç вырăнĕсем йĕркелемешкĕн республикăри организацисемпе тата вĕренÿ заведенийĕсемпе 860 килĕшÿ тунă. Çак тапхăрта вĕренÿрен пушă вăхăтра тата çуллахи каникул кунĕсенче вăхăтлăх ĕç вырăнĕсене 12499 çамрăка вырнаçтарнă, çакă çулталăк заданийĕн 77,6%-пе танлашать.

Улатăр /2014 çулхи задание 108,3% пурнăçланă/, Шăмăршă /100,6%/, Хĕрлĕ Чутай /100,5%/, Вăрмар /91,3%/, Комсомольски /90,3%/, Пăрачкав /90,0/ районĕсенче çул çитмен çамрăксене ĕçе вырнаçтарасси уйрăмах лайăх пулса пырать.

Çул çитмен граждансене вĕренÿрен пушă вăхăтра вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарассине йĕркелемелли мероприятисем валли 2014 çулта республика бюджетĕнче 10397,2 пин тенкĕ пăхса хăварнă. Кăрлач-çурла уйăхĕсенче ку тĕллевпе республика бюджетĕнчен 7,0 млн яхăн тенкĕ тăкакланă.

Çул çитмен çамрăксем территорие тирпей-илем кĕртнĕ, ешĕллентернĕ, юсавпа строительство ĕçĕсене хутшăннă, сĕтел-пукана, кĕнекесене юсанă, пулăшу ĕçĕсенче пулнă, курьер тивĕçĕсене пурнăçланă тата ыт.те. Кунсăр пуçне, вĕсемех инвалидсене, ватă граждансене пăхнă.

Пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнĕ çамрăксене, çурма тăлăхсене, сахал тупăшлă çемьесенче ÿсекенсене ĕçе чи малтан вырнаçтарма тăрăшаççĕ. Кăрлач-çурла уйăхĕсенче çак ушкăна кĕрекен 8836 çул çитмен çамрăка ĕçе вырнаçтарнă /çакă ĕçпе тивĕçтернĕ çул çитмен граждансен 70,7%-чĕпе танлашать/. Акă çак тапхăрта тăлăхсен, ашшĕ-амăшĕн хÿтлĕхĕсĕр юлнисен йышĕнчен 31 çамрăка, 1 инвалид ачана, инвалидсен çемйисенчи 3 ачана, ĕçлемен граждансен çемйисенчи çул çитмен 288 çамрăка, тулли мар тата нумай ачаллă çемьесенчи 1895 ачана, ăнăçсăр çемьесенчи 203 çамрăка, сахал тупăшлă çемьесенчи 6222 ачана, çул çитменнисен ятарлă учрежденийĕсенчи, социаллă реабилитаци кирлĕ 16 çамрăка, çул çитменнисен ыйтăвĕсемпе ĕçлекен комиссисенче шутра тăракан 116 çамрăка, çула çитменнисен пайĕсенче шутра тăракан 61 çамрăка ĕçе вырнаçтарнă.

Чăваш Республикинче ачасен канăвне, сывлăхне çирĕплетессине, ĕçпе тивĕçтерессине йĕркелеме вырăнти хăй тытăмлăх органĕсем те хастар хутшăнаççĕ. 2014 çулта çул çитмен граждансене вăхăтлăх ĕçе вырнаçтарассине йĕркелеме республикăн муниципалитет районĕсемпе хула округĕсем 3,4 млн яхăн тенкĕ уйăрма пăхнă. Шупашкар /1150,0 пин тенкĕ/, Çĕнĕ Шупашкар /240,0 пин тенкĕ/, Канаш /200,0 пин тенкĕ/ хулисен, Канаш /300,0 пин тенкĕ/ тата Шупашкар /250,0 пин тенкĕ/ районĕсен администрацийĕсем сахал мар укçа-тенкĕ уйăраççĕ. Çулталăк пуçланнăранпа çул çитменнисене ĕçе вырнаçтарассине йĕркелеме вырăнти бюджетсенчен 2,3 млн яхăн тенкĕ тăкакланă.

Çул çитмен çамрăксене вăхăтлăх ĕçсем кирлех, çавна май халăха ĕçпе тивĕçтерекен служба органĕсем вырăнти хăй тытăмлăх органĕсемпе, ĕç паракансемпе тата ĕçе вырнаçтаракан социаллă ытти тытăмпа çул çитмен çамрăксене, çав шутра пурнăçра йывăр лару-тăрăва лекнисене те, ĕçпе тивĕçтерес енĕпе малалла ĕçлĕç.

Источник: "Хыпар"

Мой МирВКонтактеОдноклассники

 

Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика