Карабай-Шемуршинское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тăван çĕр-шыв - пĕрре!

23 июля 2014 г.

Историн хуть те хăш тапхăрĕнче те çамрăк ăрăва патриотла воспитани парасси пысăк вырăнта тăнă. Патриотизмсăр вăйлă та хăватлă патшалăх туса хума май çук, кашни гражданин хăйĕн тăван çĕр-шыв умĕнчи таса тивĕçне лайăх туйса-пĕлсе тăтăр. Çамрăксене çарпа патриотизм воспитанийĕ парас тĕллевпех ĕнтĕ июлĕн 7-16-мĕшĕсенче Шупашкар хулин Калинин районĕнче, А.В.Ляпидевский ячĕллĕ аэроклубра, "Раççей ывăлĕсем" ятпа çарпа хир (военно-полевой) сборĕсем иртрĕç. Курсантсем - Калинин районĕнчи шкулсенче вĕренекенсем, çавăн пекех сборсене республикăри çамрăк армеецсен "Зарница" тата "Орленок-2014" финалти вăййисен призерĕсем, Карапай Шăмăршăри вăтам шкулта вĕренекен Алексей Степанов, Алексей Сергеев, Александр Лукьянов тата Денис Ермолаев та хутшăнчĕç. Çарпа спорт сборĕсен курсанчĕсем пулма вĕсене пирĕн ентеш - Кивĕ Чукалта çуралса ỹснĕ, Шупашкарти десантниксен пĕрлĕхĕн членĕ Андрей Тридворнов чĕнсе илчĕ. Андрей Аркадьевич - çак сборсене йĕркелекенсенчен пĕри. 14-17 çулсенчи арçын ачасем валли палатка хули йĕркеленĕ, вĕсем унта 10 кун пурăнчĕç. Кашни куна минутсем тăрăх пайласа тухнă. Кунта Раççей çарĕн историне, çар Уставне вĕренмелли занятисем те, хĕç-пăшалтан тĕл пеме хатĕрленесси те, алă вăйĕпе çапăçассин никĕсĕсем те, сывлăха тĕреклетмелли упражненисем те, çынна çăлмалли меслетсен никĕсĕсем те, кĕтмен лару-тăрăва çухалса каймасăр психика тĕлĕшĕнчен йышăнма хатĕрленесси те, парашютпа сикесси те кĕреççĕ. Курсантсемпе Раççей Федерацийĕн Чăваш Республикинчи наркотиксен çаврăнăшне тĕрĕслесе тăракан Федераци службин Управленийĕн, Шупашкарти Калинин районĕнчи ДОСААФ вырăнти уйрăмĕн, Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерствин ОМОН сотрудникĕсем занятисем ирттерчĕç, наставниксем вара - десантниксен "Синева" çарпа спорт клубĕн сержанчĕсем. Вĕренекенсем чăн-чăн çар çыннисем пек çапăçура хăйсене мĕнле тыткаламаллине, ăс-тăн çивĕчлĕхне, вăй-хал çи рĕплĕхне кăтартса пачĕç. Палатка хулинче Раççей МЧСĕн Тĕп управленийĕн Чăваш Енри уйрăмĕн сотрудникĕсем тата Пĕтĕм Раççейри пушара хирĕç кĕрешекен ирĕклĕ обществăн регионти уйрăмĕнче ĕçлекенсем те пулса курчĕç. Вĕренекенсемпе вĕсем пурнăç хăрушсăрлăхĕн никĕсĕсем тăрăх теорипе практика занятийĕсем ирттерчĕç. Чăваш Республикинчи Шалти ĕçсен министерствин СОБР ятарлă отрячĕн боецĕсем, командир тивĕçĕсене пурнăçлакан Алексей Петров ертсе пынипе, арçын ачасене хĕç-пăшал тĕсĕсемпе паллаштарчĕç, мĕнле хĕç-пăшалпа хăçан усă курмалли çинчен ăнлантарса пачĕç. Спецподразделени сотрудникĕсем хăйне-хăй хỹтĕлессин (самооборона) меслечĕсемпе, тăшман хĕç-пăшалпа е япалапа тапăннинчен хỹтĕленмелли майсемпе паллаштарчĕç. Çак меслетсене çамрăксем те вĕренме тăрăшрĕç. Паллă ĕнтĕ, çĕр-шывра ГТО нормисене парассине шкул программине кĕртме йышăннă. Программăн тĕп тĕллевĕ - Раççей çарне службăна кайма сывлăхпа вăй-хал енчен çирĕп çамрăксем хатĕрлесси. "Раççей ывăлĕсем" лагерь курсанчĕсем турникпе туртăнса, вырăнтан инçĕшне сиксе, граната ывăтса, пневматика винтовкинчен персе, 100 тата 1000 метра чупса тата 3х10 метра чупса (челночный бег) ăмăртрĕç. Пирĕн вĕренекенсем "ылтăн"тата "кĕмĕл" значоксем илнисен йышĕнче пулни савăнтарать. Çарпа патриотизм лагерĕнче арçын ачасем çар дисциплини чăннипех те çирĕппине хăйсем курса-тỹссе ĕненчĕç. Вĕсем пурте пĕр пăркаланмасăр Раççей çарĕнче службăра тăмашкăн кайма хатĕр-ленни çинчен пĕлтерчĕç. Стройпа утма пĕлни те, парашютпа сикессин никĕсĕсене алла илни те, алă вĕççĕн çапăçма хăнăхни те, хĕç-пăшалпа усă курма вĕренни те салтакра кирлĕ пулĕç. Чи лайăххи вара - "Раççей ывăлĕсем" çарпа спорт лагерĕ вĕренекенсен чĕрисенче "Тăван çĕр-шыв - пĕрре, ăна пирĕн юратмалла тата хỹтĕлеме хатĕр тăмалла" патриотла шухăш-туйăма çирĕ-плетме пулăшни.

А.ЕРМОЛАЕВА, Карапай Шăмăршăри вăтам шкул учителĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429181, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Карабай-Шемурша, ул. Ленина, 4
Телефон: 8(83546) 2-63-38
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика