Большебуяновское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                           

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тимлĕх, тепĕр хут тимлĕх

26 апреля 2014 г.

 Кăçалхи 3 уйăхра район территорийĕнче 3 авари пулнă. Вĕсенче 1 çын вилнĕ, 4 çын аманнă. Пĕлтĕр çак тапхăрта 2 аварире 1 çын вилнĕччĕ, 1 çын аманнăччĕ. Пĕр уйăх каялла, Çĕрпỹ- Ульяновск автотрассăпа пĕр арçын, 1967 çулта çуралнăскер, велосипедпа пынă. Питĕ шел, вăл килне çитеймен - 119-мĕш километрта ăна Самар автобусĕ çапса хăварнă. Сурансене пула арçын пурнăçран вăхăтсăр уйрăлнă. Мартăн 30-мĕшĕнче федераци автоçулĕн 120-мĕш километрĕнче, водитель руле йĕркеллĕ тытса пырайманнипе, "Жигули" çул айккинелле вирхĕннĕ. Салонри 3 çамрăк аманнă, больницăна лекнĕ. Водитель стажĕ сахал пулин те, хăш-пĕр çамрăк çул çинче хăйне çăмăлттайрах тытни пире, ГИБДД сотрудникĕсене, питĕ пăшăрхантарать. Вĕсем хăвăртлăхпа дистанци режимне, тепĕр транспортран иртмелли йĕркене çирĕп пăхăнманнипе, руле лайăх тытса пырайманнипе авари тунă фактсем те пур. Акă кăçалхи 3 аварирен 2-шне 3 çултан каярах водитель стажĕллĕ çамрăксем тунă. Кăçал 3 уйăхра йĕркене пăснă фактсем тăрăх 498 протокол çырнă. Вĕсенчен 26-шĕ -  водитель ỹсĕр пулнипе, 82-шĕ -  салонра хăрушсăрлăх пиçиххине çыхманнипе, 17-шĕ - штраф суммине вăхăтра тỹлесе татманнипе (60 талăкран юлмасăр тỹлемелле), 39-шĕ çуран çỹрекенсем çул-йĕр правилине пăснипе çыхăннă. Апрелĕн 11-мĕшĕнче районта "Автобус", 15-мĕшĕнче "Ачасем", 25-мĕшĕнче "Пысăк габаритлă груз" профилактика операцийĕсем иртрĕç. Çул çинче водительсене те, çуран çỹрекенсене те тимлĕ пулма сĕнетпĕр. Кун пек чухне инкексем те пулмĕç.

Г.ИВАНОВА, полици уйрăмĕн ГИБДД службин инспекторĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Большое Буяново, ул. Кирова, 27"а"
Телефон: 8(83546) 2-60-34
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика