Большебуяновское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                           

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ачасен çуллахи канăвĕ усăллă ирттĕр

23 апреля 2014 г.

Часах шкул ачисен çуллахи каникулĕ те çитет. Ăна мĕнле ирттересси пирки ашшĕ-амăшĕ паянах пуçне ватать. Район администрацийĕн вĕренỹпе çамрăксен политикин пайĕн методисчĕ В.П.КУЗЬМИНА шкул ачисен çуллахи канăвне мĕнле йĕркелеме палăртни çинчен каласа парать: - Ывăл-хĕрне хула çумĕнчи лагерьсене ярас тесен ашшĕ-амăшĕн шкулти операторсем патĕнче апрель уйăхĕн 19-мĕшĕнчен пуçласа май уйăхĕн 30-мĕшĕччен регистрациленмелле. Чăваш Республикин Вĕренỹ тата çамрăксен политикин министерствин сайтĕнче ачасене йышăнма хатĕр лагерьсен списокĕпе тата сменăсен вăхăчĕпе тĕплĕнрех паллашма пулать. Ашшĕ-амăшĕ шкулсенче заявлени çырса парать, хăйĕн ачи хăш лагере, хăш сменăна суйласа илнине палăртать. Çемье тупăшне кура путевкăсемшĕн ашшĕ-амăшĕн вĕсен пĕр пайне çакăн пек йĕркепе тỹлемелле: - Чăваш Республикинче пĕрремĕш квартал валли йышăннă пурăнмалли минимумăн кашни çын пуçне тивекен тупăшĕ 150 процентран иртмесен лагере каякан ачасемшĕн путевка хакĕн 20 процентне (2350 тенкĕ) тỹлемелле; - çемьере пурăнмалли минимумăн кашни çын пуçне тивекен тупăшĕ 150 процентран ытларах е 200 процента çитмесен ку ушкăнри ашшĕ-амăшĕ путевка хакĕн 30 процентне (3525 тенке яхăн) тỹлет; - пурăнмалли минимумăн çемьери кашни çын пуçне тивекен тупăшĕ 200 процентран иртсен ашшĕ-амăшĕн путевкăн 50 процентне (5874 тенкĕ) тỹлемелле пулать.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Большое Буяново, ул. Кирова, 27"а"
Телефон: 8(83546) 2-60-34
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика