Большебуяновское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                           

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » "Георги хăйăвĕ" акци старт илет

19 апреля 2014 г.

Апрелĕн 24-мĕшĕнче пирĕн çĕр-шывра "Георги хăйăвĕ" ятлă акци старт илет, вăл майăн 9-мĕшĕччен пырать. Çак акци - Тăван çĕр-шывăн чи пысăк наградисенчен пĕрне -  Мухтав орденне хисеп туни. Георги хăйăвĕн историйĕ пуян та чаплă. Унпа Раççей çарĕнче Çвяттуй Георги орденĕ, Георги хĕресĕ тата Георги медалĕ çумне хурса чи паттăр çынсене наградăланă. Хăю тĕсĕсем -  хурапа сарă тĕссем - салтак çапăçу хирĕнче паттăрлăх кăтартнине, вилĕм ункинчен те чĕррĕн тухнине палăртакан паллă. Чиркỹ историйĕнче кăтартнă тăрăх, Çвятуй Георги виçĕ хутчен вилĕм витĕр тухнă, икĕ хутчен çĕнĕрен чĕрĕлнĕ. Хаклă юлташăм! Енчен те Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçи сирĕн çемйĕртен пăрăнса иртмен пулсан, енчен те эсĕ Çĕнтерỹ хакне пĕлетĕн пулсан, енчен те эсĕ Тăван çĕр-шывпа мухтанатăн пулсан акцие хутшăнса кăкăру çине Георги хăйăвне çак! Çак хăйăва автомашина антенни çумне çирĕплетме те, алă çине çыхма та юрать. Чи хакли - Аслă Çĕнтерỹ чапне çамрăк ăру ăнланни, Çĕнтерĕве çывăхартма тăрăшнă çынсене чыс-хисеп туни.

Н.ЕНДИЕРОВ, районти халăха социаллă хỹтлĕх паракан пай пуçлăхĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Большое Буяново, ул. Кирова, 27"а"
Телефон: 8(83546) 2-60-34
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика