Большебуяновское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                           

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăх музейĕнче - çĕнĕ экспонатсем

16 апреля 2014 г.

 Хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ, Раççей Федерацийĕн Культура министерстви ирттернĕ конкурсра çĕнтернĕшĕн Васанти халăх краеведени музейĕн директорне Герман Ларшникова "Муниципаллă культура учрежденийĕн чи лайăх ĕçченĕ" ят панă. Васанти халăх краеведени музейĕ хăйĕн ĕçĕ-хĕлĕпе республикăра çеç мар, унăн тулашĕнче те ырă ятлă. Çак кунсенче музейĕн выставка залĕнче Васанта çуралса ỹснĕ паллă ученăя, физикăпа математика наукисен кандидатне Николай Полякова халалласа стенд йĕркеленĕ. Кунта - ученăйăн наука ĕçĕсене пичетленĕ кĕнекесемпе журналсем, документсен копийĕсемпе ытти экспонатсем. Н.Поляков 90 ытла наукăпа методика ĕçĕ çырса пичетленĕ. Ун ĕçĕсем ют çĕр-шывсенче те çутă курнă. Мĕн çĕре кĕричченех паллă ученăй И.Н.Ульянов ячĕллĕ Чăваш патшалăх университечĕн аслă математика кафедринче вăй хунă.

М.ВАСИЛЬЕВ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Большое Буяново, ул. Кирова, 27"а"
Телефон: 8(83546) 2-60-34
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика