Большебуяновское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                           

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Космодромра - службăра

12 апреля 2014 г.

 Пирĕн районта Казахстанри Байконур космодромра салтак тивĕçне пурнăçланă çынсем сахал мар. Вĕсенчен пĕри - Кивĕ Шăмăршăри Ю.Самарин. - 1983 çул пуçламăшĕнче мана çар комиссариатне чĕнтерсе илчĕç, Шупашкарти ДОСААФ шкулне çар специальноçĕпе -  электромеханика вĕренме ярасси çинчен пĕлтерчĕç, - каласа парать Юрий Николаевич. Шăпа темелле-ши çакна? Манăн пĕтĕм пурнăçăм кун хыççăн электрик специальноçĕпе çыхăнса кайрĕ. Мĕнле калас, çар служби мана яланлăх професси пачĕ. Электромеханик удостоверенине илсен çав çулах, май уйăхĕнче, Ю.Самарина çар службине илнĕ. Салтак шăпи ăна Байконур космодрома илсе çитернĕ. Юрий 32-мĕш старт площадкинчи ракетăсене пăхса тăракан подразделенире электромеханик тивĕçне пурнăçланă. - Эпир Байконурта хамăр ялти Валерий Ярхуновпа, Шăмăршăри Николайпа Сергей Калашниковсемпе, Кивĕ Чукалти Василий Тинюковпа, Карапай Шăмăршăри Валерий Кондратьевпа пĕрле службăра тăтăмăр, - аса илет Ю.Самарин. - Службăран пушă вăхăтра эпир пĕрле пухăнса чăвашла калаçса лараттăмăр. Инçетри вырăнта тăван чĕлхепе калаçасси пирĕншĕн темрен те хаклăрахчĕ. 1985 çулта киле таврăнсан Ю.Самарин Шăмăршăри кирпĕч заводĕнче ĕç биографине пуçланă. Электрик специальноçĕпех чылай çул "Сельэнерго" предприятире тата Шăмăршăри вăрман хуçалăхĕнче тăрăшнă. Тỹрĕ кăмăлпа ĕçленĕшĕн Хисеп хучĕсене тивĕçнĕ. Техникумра заочнăй майпа вĕренсе диплом илнĕ. Хальхи вăхăтра Шăмăршăри "Рэмисс" ОООра электрикра вăй хурать. Юрий Николаевича ĕçре хисеплеççĕ. Самаринсен картишĕнче - йышлă выльăх-чĕрлĕх. Кил хуçин мăшăрĕ те - Галина -  ĕçчен те сăпайлă çын. Вăл Васан шкулĕнче техслужащире тăрăшать. Ир-ирех, ĕçе кайиччен, Юрийпе Галина выльăхсене тăрантараççĕ, шăвараççĕ. Киле таврăнсан вĕсемшĕн каллех хĕрỹ ĕç пуçланать. Çуллахи вăхăтра ашшĕпе амăшне ывăлĕ те, Коля, Шупашкарти строительство техникумĕнче вĕренекенскер, выльăх çими хатĕ-рлеме пулăшать. Хăйсен пахчинче Самаринсем çуллен тухăçлă çĕр улми, чĕкĕнтĕр, пахча çимĕç туса илеççĕ. Ялти ĕçчен те сăпайлă çемьен кил-çуртне сад пахчи те илем кỹрсе тăрать. Çуллахи вăхăтра вара кил умĕнче хитре чечексем ешереççĕ. Нумаях пулмасть кил хуçин пурнăçĕнче паллă пулăм пулса иртрĕ -  Юрий Николаевич хăйĕн 50 çулхи юбилейне паллă турĕ. - Вăхăт сисĕнмесĕрех малалла шăвать, - тет Ю.Самарин. - Çар службинчен таврăнни кăçал 29 çул çитет. Службăра пĕрле пулнă юлташăмсем, командирсем нихăçан та манăçмаççĕ. Эпĕ службăра тăнă тапхăрта С.Савицкая (иккĕмĕш хут), Совет Союзĕпе Индин пĕрлехи вĕçевĕнче Стрекаловпа Ракеш Шарма, Соловьев, Кизим тата Атьков (пĕрлехи вĕçев) космонавт летчиксем тĕнче уçлăхне вĕçсе кайса палăртнă задание ăнăçлă пурнăçларĕç. Эпĕ юлташăмсемпе пĕрле çак вĕçевсене хатĕрленĕ çĕре хутшăнтăм. Пархатарлă ĕçе хамăрăн пĕчĕк тỹпене хывни пире савăнтарать, чун-чĕ-рере мăнаçлăх туйăмне çĕклет. Куç умне тăтăшах старт площадкинчен хăватлă ракета тỹпене ерипен-ерипен çĕкленсе пыни, вăл хăвăртлăхне ỹстерсе, Тăван çĕр-шывăн мăнаçлăхĕпе чапне çĕклесе вĕç-хĕррисĕр тĕнче уçлăхне хăпарса курăнми пулни кинофильмри илемлĕ эпизод евĕр тухса тăрать... 

Е.ПЕТРОВА, ĕç ветеранĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Большое Буяново, ул. Кирова, 27"а"
Телефон: 8(83546) 2-60-34
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика