Большебуяновское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                           

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хавхаланса, çутă ĕмĕтпе ĕçленĕ

12 апреля 2014 г.

2014 çулхи мартăн 21-мĕшĕнче Шупашкар хулинчи Ача-пăчапа çамрăксен пултарулăхĕн керменĕнче ССР Союзĕнчи вĕçсĕр-хĕрсĕр çереме тата усă курман çĕре пусă çаврăнăшне кĕртме тытăннăранпа 60 çул çитнине халалласа савăнăçлă пуху иртрĕ. Пирĕн районтан çак уява Ю.М.Фролов, М.Х.Какаев тата В.В.Батыров хутшăнчĕç. Паллах, унта хутшăнма районта тивĕçлисем татах та пулман мар. 1954 çулхи мартăн 2-мĕшĕнче партин Тĕп Комитечĕн Пленумĕнче "О дальнейшем увеличении производства зерна в стране и об освоении целинных и залежных земель" ыйту пăхса тухса йышăну кăларнă. Çак ыйтăва вырăнти парти тата Совет организацийĕсенче, комсомол комитечĕсенче сỹтсе явса пĕтĕмлетỹсем тунă. Палăртнă тĕллевсене пурнăçлас ыйтăва тĕпе хурса Алтай, Казахстан, Оренбург, Иркутск тăрăхĕнчи çерем çĕрсене уçма пирĕн районтан та тĕрлĕ ỹсĕмри çынсем хутшăннă. Акă Шăмăршăри архивра упранакан хăш-пĕр документсемпе паллашар-ха (Ф.29. ОП.1. д.2) 1954 çулхи мартăн 20-мĕшĕнче Чăваш Ял хуçалăх министерствинчен Шăмăршăри МТС-а (машинăпа трактор станцине) çерем çĕрсене уçма трактористсем ярас енĕпе ятарлă çыру çитнĕ. Мартăн 28-мĕшĕнче МТС директорĕн ĕçне вăхăтлăха пурнăçлакан аслă агроном Геннадий Емельянов Алтай тăрăхне кайма Н.Г.Корчагин механика, А.И.Космовские, Д.А.Лапшина, А.А.Кисамеева ĕçрен хăтарса, çула тухма укçа-тенкĕпе тивĕçтерме 27-мĕш номерлĕ хушу кăларнă. Çак тапхăрта Совет правительстви ял хуçалăх производствинче ĕçлеме кадрсем хатĕрлессине пысăк тимлĕх уйăрнă. Чылай облаçра анлă профильлĕ механизаторсем хатĕрлес енĕпе профессипе техника училищисем уçнă. Çак ыйтупа çыхăннă тăкаксене патшалăх хăй çине илнĕ. Ĕç пуçарнă вырăнсене çĕнĕ техника парса тивĕçтернĕ. Çакă ялти çамрăксене професси илме пулăшнă. 1955 çулхи мартăн 12-мĕшĕнче 17 -мĕш номерлĕ хушупа МТС-ран Алтай крайне çак çынсем çула тухнă: Н.И.Иванов комбайнер, А.И.Быков водитель, И.Т.Андронкин комбайнер, А.А.Михайлов бригадир, В.Ф.Сетнеров тракторист, Н.М.Шарипов комбайнер, Н.В.Кузьмин тракторист, М.Н.Каримов комбайнер, В.И.Кадушкин тракторист, Я.А.Ширшлин бригадир, В.Н.Ефимов водитель, Зоя Григорьева заправщица, В.И.Захаров тракторист, Л.С.Корчаков тракторист, И.Г.Харитонов тракторист тата К.М.Серазетдинов комбайнер. Вырăна çитсен вĕсем канăç мĕн иккенне пĕлмен. Ырми-канми ĕçленĕ. Паян вĕсенчен чылайăшĕ пирĕн хушăра çук ĕнтĕ. Анчах вĕсен ячĕсем яланлăхах район историйĕнче çырăнса юлмалла. Çерем çĕрсене уçма районти çамрăксем кăмăлланă, вĕсене çак ĕç илĕртнĕ тесен те йăнăш мар. Вĕсен хастарлăхĕ пысăк пулнă. Çамрăксем çĕр-шыв чĕннине тĕпе хунă, шанăçа тỹрре кăларма ĕмĕтленнĕ. Тỹрĕ кăмăлпа ĕçлеме тăрăшнă. Акă тĕслĕхрен, Энтĕрьел ялĕнче ỹссе çитĕннĕ М.В.Трофимов Куйбышев облаçĕнчи механизаторсем хатĕрлекен училищĕрен 1957 çулта, пĕрле вĕреннĕ юлташĕсемпе Çурçĕр Казахстан облаçĕнчи "Красногвардеец" совхоза çул тытнă. Кунта вĕсене ĕçлеме 3-мĕш уйрăма вырнаçтарнă. Хуçалăхăн 54 пин гектар усă куракан çĕр шутланнă. - Паллах, кунта çамрăксене пĕрре те çăмăл пулман, анчах вĕсем ĕçрен хăраса алă усса ларман. Çур акине ăнăçлă вĕçлесе, тухăçлă тыр-пул пухса кĕртнĕ. Хĕл кунĕсенче тракторпа фермăна выльăх апачĕ турттарнă, тракторсене, кăкарса ĕçлемелли агрегатсене ака-суха валли юсаса хатĕрленĕ. Строительство ĕçĕсене тума хутшăннă, - аса илсе каласа парать Михаил Васильевич ĕç ветеранĕ паян. Кунта вăл икĕ çулталăк вăй хунă. Яла таврăнсан малалла та вăл совхозри ял хуçалăхне аталантарас енĕпе тăрăшса ĕçленĕ. Районта ỹссе çитĕннĕ çамрăксем 1957-1958 çулсенче, Шупашкарти патшалăх педагогика институтĕнче вĕреннĕ тапхăрта, студентсен отрячĕпе Казахстанра тыр-пул пухса кỹртес ĕçре хастарлăх кăтартнă тĕслĕхсем те пур. Вĕсен шутĕнче Р.У.Ракипов (Çĕнĕ Шăмăршă), Г.Г.Никишина (Шăмăршă). Ĕçре тăрăшулăх кăтартнăшăн вĕсене "За освоение целинных земель" медальпе чысланă. Патирек ялĕнче ỹссе çитĕннĕ Алевтинăпа Зоя Авксентьевасем пединститутра вĕреннĕ хушăра çу кунĕсенче Алтай тăрăхĕнчи хуçалăхра пĕрер тонна тырă ĕçлесе илсе, ăна Канашри элеватортан кỹрсе ашшĕ-амăшне савăнтарнă. Г.П.Елисеев (Карапай Шăмăршă) 1958 çулта, Улатăрти техникумра вĕреннĕ хушăра, студентсемпе пĕрле Çурçĕр Казахстан облаçĕнчи Джамбул районĕнчи Ленин ячĕллĕ колхозра тыр-пул пухса кĕртме хутшăннă. -  Çак самант манăн чĕрере пурăнать, яланах асра тăрать, - тесе пĕлтерет вăл паян. Çерем çĕрсене уçма каяс кăмăллисем районта татах пулнă. Акă 1959 çулта июль уйăхĕн вĕçĕнче комсомол путевкипе районтан Çурçĕр Казахстан облаçĕнчи Пресновски районĕнчи Архангельское ятлă яла, "Николаевка" совхоза 12 çамрăк тухса кайнă. ВЛКСМ райкомĕн секретарĕ М.А.Хураськин вĕсене Канаша çити ăсатнă. Вĕсем унта август пуçламăшĕнче çитнĕ. Çав шутра çаксем пулнă: В.И.Савельев (Палтиел), Н.Н.Воробьев, В.Бутанов, П.И.Кудряшов, Г.С.Кисамеев, В.Фролов (Энтĕрьел), Л.Григорьев (Хайпăла), П.П.Кондратьев, Н.М.Кондратьева, Л.Г.Ефимова (Карапай Шăмăршă), П.А.Кудряшов, Н.М.Савельев (вăл купăс калама ăста пулнă) (Пăчăрлă Пашьел), Н.Д.Поляков, Н.Ф.Захарова (Çĕнĕ Шăмăршă). Çамрăксене çак ялти механизаторсем хатĕрлекен шкула вĕренме янă. 1960 çулта, июлĕн 29-мĕшĕнче вĕренỹ программипе килĕшỹллĕн, вĕсене свидетельствăсем панă. Училищĕрен вĕренсе тухнă çĕр специалисчĕсенчен чылайăшĕ совхозра ĕçе вырнаçнă. Хăшĕ-пĕри тăван яла таврăннă. Н.Н.Воробьев, П.И.Кудряшов "Шемуршинский" совхозра мĕн тивĕçлĕ канăва тухиччен çĕр ĕçĕнче вăй хунă. Çĕр-шыври тĕллевлĕ чĕнĕве пурнăçлас енĕпе 1960 çулхи август пуçламăшĕнче районтан 30 çамрăк комсомол путевкипе Павлодар облаçĕнчи Майски районĕнчи Чапаев ячĕллĕ хуçалăха (ертỹçи А.М.Архипов, Виçпỹрт Шăмăршă) уй-хир культурисене пухса кĕртме тухса кайнă. Вăрăм çула вĕсене Канаш станцийĕнчен ВЛКСМ райкомĕн пĕрремĕш секретарĕ Василий Можаев ăсатнă, вырăнта ĕçлеме ăнăçу суннă. Çул çỹреве тухнă çынсен ячĕсене пурне те тупса палăртма май килмерĕ. Анчах хăшне-пĕрне ятран çырса палăртас терĕм. Вĕсем -  Г.Д.Степанова, В.А.Шамеев (Çĕнĕ Шăмăршă), М.Е.Малышева, А.В.Кокуркина (Пăчăрлă Пашьел), В.И. Филиппов (Васан), З.Я.Антипова (Шăмăршă). Çав тапхăрта вăл Шăмăршăри ача-пăча библиотекинче ĕçленĕ. Унта вĕсем декабрь пуçламăшĕччен вăй хунă. Кучек паççулккинчен те хăйсен ирĕкĕпе çерем çĕр уçма хутшăнакансем пулнă. 1960 çулта Куйбышев облаçĕнчи механизаторсем хатĕрлекен училищĕре вĕренỹ çулне вĕçлесен В.Д.Алякин, М.Х.Какаев, В.Муштаков, М.Ильичев Караганда облаçĕнчи "Рудниковское" совхоза çул тытнă. 1961 çулхи июлĕн 6-мĕшĕнче Минхарис Какаев та хăйĕн пĕлĕшĕсем чĕннипе çак хуçалăха çитсе ĕçе вырнаçнă. 1962 çулхи январь-апрель уйăхĕсенче вăл вырăнти трактористсем хатĕрлекен шкулта 4 уйăх вĕренсе тракторист свидетельствине алла илнĕ. Пĕрчĕллĕ культурăсем акса çитĕнтерекен совхозра вăл тракторист, комбайнер пулса ĕçленĕ. 2 çул та 10 уйăх ĕçленĕ хыççăн яла таврăннă. Халĕ вăл хăйĕн çемйипе Шăмăршăра пурăнать. 1960 çулта П.И.Львов, В.М.Макаров, А.В.Порфирьев (Карапай Шăмăршă) Караганда облаçĕнчи "ТЕМИРТАУ" совхозра ака-суха тăвас, тыр-пул пухса кĕртес ĕçсене хутшăннă. - Çамрăклăх тапхăрĕнче хĕрỹ ĕçре опыт пухни пире малашнехи пурнăçра питĕ кирлĕ пулчĕ, - тесе пĕлтереççĕ халĕ вĕсем. Салтак службинчен таврăнсан çỹлерех асăннă юлташсем тăван колхозра тĕрлĕ должнăçра тỹрĕ кăмăлпа ĕçлесе пенсие тухнă. Вĕсем -  ялти сумлă ветерансем. Çамрăклăх çулĕсенче тыр-пул акса çитĕнтерсе пухса кĕртес ĕçре В.В.Юнкеров та (Анат Чаткас) хастарлăх кăтартнă. Салтак службинчен таврăнсан, 1958 çулта вăл пĕр хушă тăван колхозра ĕçленĕ. Канашри анлă профильлĕ механизаторсем хатĕрлекен училищĕрен вĕренсе тухсан вăл юлташĕсемпе пĕрле 1962 çулта Оренбург облаçĕнчи "Комсомольский" ятлă совхоза çул тытнă. Унта вăл 3 çул вăй хунă. Яла таврăнсан Шăмăршăри "Сельхозтехника" уйрăмне ĕçе вырнаçнă. Хăйĕн çемйипе "50 лет Октября" урамри çуртра тĕпленсе пурăнма тытăннă. Трактор, комбайн юсавлăхне тĕрĕслекен специалистăн ĕçри пултарулăхĕ пысăк пулнă. Шел, 2012 çулта вăл вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Кăнтăр Казахстанра вырнаçнă анлă профильлĕ механизаторсем хатĕрлекен училищĕне пирĕн районти çамрăксене вĕренĕве явăçтарас енĕпе Энтĕрьел ялĕнче çуралса ỹснĕ А.А.Кисамеевăн тỹпи те пĕчĕк мар. -  Анатолий Ананьевич училищĕре преподаватель тивĕçне пурнăçланă май çулсерен Шăмăршă тăрăхĕнчен çамрăксене йыхравлама килнĕ, вĕсене вырăна çитернĕ, вырнаçтарнă. Вăл тăрăшнипе Энтĕрьелĕнчи 23 каччă механизатор удостоверенине илнĕ, -  тесе пĕлтерет М.А.Харитонов. Çав ушкăнри механизаторсенчен пĕри -  Б.И.Филиппов -  Кăнтăр Казахстанран таврăнсан "Шемуршинский" совхозра нумай çул тỹрĕ кăмăлпа трактористра ĕçлерĕ. - Караганда облаçĕнчи Токаревски районĕнчи Токаревка ялĕнче 1965- 1967 çулсенче училищĕре вĕреннĕ, пĕрле пулнă юлташсем В.П.Морозовпа (Ярăслав) Е.Ястребов яланах асра тăраççĕ, - тесе пĕлтерет Шăмăршăра пурăнакан Э.М.Ильязов. Казахстан хирĕнче П.В.Востоков (Ярăслав), А.А.Дмитриев (Карапай Шăмăршă) ĕç опычĕ пухни çинчен паян та ырăпа асăнса пĕлтереççĕ. В.А.Рябов (Шăмăршă) иртнĕ саманара хăйĕн çывăх тăванĕсем çерем çĕрсене уçма хутшăннă А.А.Рябована тата Анатолий тетĕшне асăнса савăнса калаçать. А.В.Чурбанов ĕç ветеранĕ пĕлтернĕ тăрăх, 1964-1965 çулсенче Оренбург облаçĕнче ака-суха, тыр-пул пухса кỹртес ĕçре В.К.Мандрюков, Н.С.Малеев, В.М.Тридворнов механизаторсем (Кивĕ Чукал) тăрăшулăх кăтартнипе палăрнă. Василий Кузьмич Мандрюков Анна ятлă вырăс хĕрĕпе паллашса çемье çавăрнă, яла таврăнса 4 ача çуратса, вĕсене тивĕçлĕ воспитани парса пурнăç çулĕ çине кăларнă.

М.ЗАХАРОВ, ĕç ветеранĕ. Шăмăршă ялĕ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Большое Буяново, ул. Кирова, 27"а"
Телефон: 8(83546) 2-60-34
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика