Территориальный отдел "Ярабайкасинский" Управления по благоустройству и развитию территорий Моргаушского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

  

Публикации » Паттара асанса

12 апреля 2014 г.

Пăсăрман ялĕнче çуралса ÿснĕ Илья Григорьевич Мешаков Тăван çĕр-шывăн Аслă вăрçинче, 1944 çулхи мартăн 26-мĕшĕнче, салтаксен пысăках мар йышĕнче Южный Буг юхан шыв урлă каçнă чухне йышăннă плацдарма сарас тĕллевпе пынă çапăçусенче паттăрлăх кăтартать. Автоматчик ыттисенчен мала тухса ушкăна операцие ăнăçлă ирттерме май туса парать, ултă фашиста вĕлерет, иккĕшне тыткăна илет...

СССР Аслă Канашĕн Президиумĕн 1944 çулхи июнĕн 3-мĕшĕнчи Указĕпе ăна çак паттăрлăхшăн Совет Союзĕн Геройĕ ят параççĕ. Çакăн пек чыса тивĕçнисенчен вăл вăхăтра Илья Мешаков чи çамрăкки пулнă - 20 çулта.

Вăрçă хыççăн Илья Григорьевич мирлĕ ĕçе таврăнать, аслă пĕлÿ илет. 1954 çултанпа Ярапайкассинчи тĕп шкулта директорта вăй хума пуçлать. Пурăннă пулсан вăл паян 90 çул тултаратчĕ, анчах та 1971 çулта чире пула Илья Григорьевич пурнăçран уйрăлать.

Апла пулин те вăл пирĕн асрах: Ермак ялĕнчи пĕр урам акă паттăр ячĕпе хисепленсе тăрать, сумлă ентеше асăнса Ярапайкассинчи вăтам шкулта çулсеренех спорт ăмăртăвĕ ирттереççĕ.

Кăçал çак ăмăрту апрелĕн 5-мĕшĕнче пулчĕ. «Ăна ирттерме пуçланăранпа 35 çул ытла ĕнтĕ. Иртнĕ ĕмĕрĕн 80-мĕш çулĕсенче питĕ нумай команда пухăнатчĕ, вăйăсем пĕр кунта вĕçленейменрен çĕр каçма та юлатчĕç хăшĕсем», - аса илет шкулти физкультура учителĕ Анатолий Люцев.

Куçса çÿрекен кубока çĕнсе илме ку хутĕнче ултă команда пухăнчĕ. Пурте çамрăксем, çавăнпа та пухăннисене шкулти завуч Алевтина Димитриева паттăр ентешĕн кун-çулĕпе кĕскен паллаштарни питĕ вырăнлă пулчĕ. Шкул директорĕ А. Скворцова, район администрацийĕн специалисчĕ В. Петров, «БТИ» МУП ертÿçи - районти волейбол федерацийĕн ертÿçи В. Калинин та Ярапайкассине ăмăртăва хутшăнма тата курма килнисене саламларĕç.

Салам сăмахĕсемпе пĕрле ăмăртăва ирттерме пулăшакансене ятран палăртрĕç. Вĕсем: Анатолий Акимов, Петр Осипов, Дмитрий Пайков, Лазарь Яковлев, Андрей Сорокин - хастар та ĕçчен çынсем.  Пулăшу пысăкки (10 пин, 5 пин тенкĕ таран парса пулăшнисем те пур ку йышра) ăмăртăва хутшăнакансемшĕн хушма хавхалантару пулчĕ.

Волейбол, кире пуканне ывăтасси, пăшалтан тĕл пересси тата канат туртасси - спортăн çак енĕсемпе тупăшрĕç шкулта.  Пĕтĕмлетÿпе «Ярапай 1» мала тухрĕ, хыççăнхи вырăнсене  «Герой» тата «Оринино» командăсем йышăнма пултарчĕç.

Н. Николаева.

Источник: "Çĕнтерÿ ялавĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика