Чукальский территориальный отделОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                         

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Хапха умне çитиччен…

02 апреля 2014 г.

Паянхи çанталăк çуркуннехине аса илтермест пулин те (ирпе 5 градус сивĕччĕ), хĕл иртни сисĕнет-сисĕнетех. Акă часах тăруках ăшăтса ярĕ те, хресченĕн уй-хире тухма та васкамалла пулĕ. "Çурхи кун çулталăк тăрантарать", - теççĕ халăхра. Хатĕр-и-ха эпир ака-суха ĕçĕсене, патне çитсен тин чупкалама тивмĕ-и? Çак ыйтусем тĕп вырăнта пулчĕç те ĕнтĕ ытлари кун "Карлинская "Агрофирма" ЗАО ра иртнĕ семинар-канашлура. Канашлу ĕçне районти ял хуçалăх предприятийĕсемпе организацисен ертỹçисем, ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем, фермерсемпе ял хуçалăх специалисчĕсем хутшăнчĕç. Чăн малтан семинара килнисем "Карлинская" Агрофирма" ЗАОн техника паркĕпе, кунти çĕнĕлĕхсемпе паллашрĕç. Виçпỹртшăмăршăсем темле çĕнĕ техника туянса никама та тĕлĕнтерес темен, мĕн пуррине юсаса-çĕнетсе çын курмалла вырнаçтарса лартнă. Кунти юсавçăсем кăкарса ĕçлемелли техникăна иртнĕ кĕркуннех хатĕр-лесе çитернĕ, халĕ вак-тĕвек ĕçсене çеç пурнăçлаççĕ. Акакан-лартакан, çĕре кăпкалатса хатĕрлекен ял хуçалăх машинисене курса çаврăннă хыççăн семинара килнисем ялти Культура çуртне пуçтарăнчĕç. Кунта 2014 çулхи ака-суха ĕçĕсемпе тата кăçалхи задачăсемпе район администрацийĕн ял хуçалăхĕпе экологи пайĕн тĕп специалисчĕ В.П.Севрюгин паллаштарчĕ. "Кăçалхи тĕллевсем пĕчĕк мар", -  палăртрĕ В.П.Севрюгин. Ял хуçалăх продукчĕсем туса илекенсен пĕтĕмпе 25,8 пин тонна тырă, 36,5 пин тонна çĕр улми, кашни гектартан 22,5 центнер тырăпа 180 центнер çĕр улми пуçтарса кĕртмелле. Çак тĕллевсене пурнăçлама 8838 гектар çурхи тĕш-тырăсем, çав шутра 5038 гектар çурхи тулă, 3145 гектар урпа, 325 гектар сĕлĕ, 150 гектар хура тул, 180 гектар пăрçа йышши культурăсем, çав шутра 180 гектар вика, 130 гектар сахăр чĕкĕнтĕрĕ, 140 гектар çĕр улми, 212 гектар нумай çул ỹсекен курăксем акмалла-лартмалла. Çурхи ака-суха ĕçĕсене ирттерме 280 тонна çунтармалли-сĕрмелли материалсем кирлĕ, хальлĕхе 85 тонна хатĕрленĕ. Минерал удобренийĕсем 820 тонна кирлĕ пулсан, 310 тонна янтăланă. Хуçалăхсенче тĕш-тырăпа пăрçа йышши культурăсен вăрлăхĕсем тата çĕр улми вăрлăхĕ çителĕклĕ. Механизаторсем ĕçе пуçăнма хатĕр. Çур акинче техника хăрушсăрлăхĕн правилисене çирĕп пăхăнса ĕçлемелле. Семинара хутшăннисем кăçалхи çур акин уйрăмлăхĕсем пирки канашларĕç, ку тĕлĕшпе вĕсене ял хуçалăх специалисчĕсем пысăк пулăшу пачĕç. Çур аки умĕнхи канашлăва район пуçлăхĕ М.Х.Хамдеев, район администрацийĕн пуçлăхĕ В.П.Фадеев хутшăнчĕç. Валерий Петрович умра тăракан тĕллевсене çивĕчлетсе тата пурнăçламалли ĕçсене палăртса сăмах тухса каларĕ. Семинар-канашлу ĕçне хутшăннисене Виçпỹрт Шăмăршăри культура ĕçченĕсем хăйсен пултарулăхĕпе паллаштарчĕç.

С.ИВАНОВ.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика