Большебуяновское сельское поселение Шемуршинского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

                                                                                                                                                                                                                           

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ан турт, Ваççа, чире кайăн!

28 марта 2014 г.

 Шел пулин те, пирус-сигарет туртасси нумай çыншăн хăнăхнă йăла пулса тăнă. Усал йăла! Ахальтен мар ĕнтĕ паллă тухтăр С.П.Боткин, чĕре чирĕпе вилмеллех аптăранăскер, ĕмĕрлĕхех куçне хупас умĕн çапла каланă: "Енчен те эпĕ туртман пулсан, тата темиçе çул пĕр асапсăрах пурăнма пултарнине ĕненсе уйрăлатăп сиртен. Тархасшăн, табак ан туртăр, çак наркăмăша пуçĕпех тĕп тăвассишĕн пĕтĕм вăя хурса кĕрешме тархасласах ыйтатăп". Пирус-сигарет тĕтĕмĕнче сывлăхшăн сиенĕ 500-е яхăн наркăмăшлă япала пур. Вĕсем пыра-киле çын йывăр чирпе чирлесси патне илсе пыраççĕ. Акă хăшне-пĕрне çеç асăнар: тута ракĕ, çăвар ăш-чиккин ракĕ, ỹпке, вар-хырăм ракĕсем, вăраха кайнă бронхит, бронхит астми, вар-хырăм язви, чĕре чирĕсем тата ытти те. Чăнах та, çын тỹрех чирлесе ỹкмест, темиçе çул та иртме пултарать. Çавăнпа та çамрăксем малашне мĕн пуласси çинчен шухăшласах каймаççĕ. Анчах та "тумлам чула шăтарать" тенине манмалла мар. Çавăнпа та сиртен, çамрăксем, алла сигарет тытиччен пуç тавра шутласа пăхма ыйтасшăн. Мĕншĕн хăвăрăн пурнăçăра кĕскетесшĕн-ха, мĕншĕн пыра-киле чир-чĕрпе асапланасшăн-ха эсир? Туртакан çын, пачах та турт-маннисемпе танлаштарсан, япăхрах ĕçлет, хăвăрт ывăнать, хăйне-хăй пусарăнчăк туять. Çыннăн ỹт-пĕвĕ те илемсĕрленет, шăлĕсем сарăхаççĕ. Хаклă çамрăксем, статья пуçламĕшĕнче паллă тухтăр каланă сăмахсене яланах асра тытар. Хăçан та пулин хытă ỹкĕнмелле ан пултăрччĕ.

Н.Полякова, нарколог.

Источник: "Шăмăршă хыпарĕ"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429170, Чувашская Республика, Шемуршинский район, д.Большое Буяново, ул. Кирова, 27"а"
Телефон: 8(83546) 2-60-34
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика