Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Элĕкре - Надежда Бабкина юрăç

29 марта 2014 г.

Раççей халăх артистки Надежда Бабкина пуçарăвĕпе чăмăртаннă «Раççей юррисем» фестиваль-марафон 2007 çулхи пуш уйăхĕнче «старт» илнĕ. Пирĕн республикăра вăл 2008 çулхи çĕртме уйăхĕнче пулнăччĕ. Кăçал культура çулталăкĕнче Чăваш Ен асăннă фестивале тепĕр хут йышăнчĕ.

Ытлари кун вара Раççей халăх артистки Надежда Бабкина Элĕкре пулчĕ. Унпа пĕрле паллă артистка ертсе пыракан «Русская песня», «Славяне» ансамбльсем, «После 11» ушкăн, «Живая планета» шоу-балет, Евгений Гор, казак юррисен «Криница» (Краснодар), удмурт юрăпа ташă «Айкай» (Удмурт Республики) ансамблĕсем тата ыттисем (пурĕ 120 çын) сцена çине тухрĕç. Районти чи лайăх коллективсем те хăйсен пултарулăхне кăтартрĕç. Элĕкри ача-пăча искусство шкулĕн «Каблучок» ташă ушкăнĕ, арçынсен «Элĕк Ен» ансамблĕ, эстрадăпа фольклор ансамблĕ «Шурă акăш» (Юнтапа), «Валинке» фольклор коллективĕ куракансене тыткăнларĕç.

Надежда Бабкина юрăç сцена çине тухмассерен залра ларакан халăх ун çинчен куç илмерĕ. Кашни номер хыççăн тăвăллăн алă çупрĕç. Раççей халăх артистки куракана тем самантрах чĕртме пултарчĕ. Юрăçăн усă сасси пурне те тыткăнларĕ.

Район администрацийĕн пуçлăхĕ А.Куликов хăнана Элĕк районĕнче пурăнакансен ячĕпе тав турĕ. «Эсир Раççейĕн нумай нациллĕ халăхсен культурине чĕртсе тăратассипе ĕçлетĕр. Элĕксем те хăйсен йăли-йĕркипе пуян», - терĕ вăл Надежда Бабкинăна.

Элĕксем тĕрлĕ наци халăхĕн пултарулăхне курма пултарчĕç. Вĕсен юрри-кĕввине кăмăлласа итлерĕç, ташшисене куç илмесĕр пăхрĕç.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429250, Аликовский район, с. Аликово, ул. Октябрьская, д. 15
Телефон: 8(83535) 22-3-86
Факс: 8(83535) 22-5-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика