Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Воспитательсен пултарулăх пысăк

27 марта 2014 г.

Элĕкри пĕрремĕш номерлĕ «Çăлкуç» ача садĕнче «Чăваш Республикинчи çулталăк воспитателĕ-2014» республика конкурсĕн районти тапхăрне йĕркелесе ирттертĕмĕр. Унта шкул çулне çитменнисен вĕренÿ учрежденисенче тăрăшакан воспитательсем хутшăнчĕç.

Жюри членĕсем конкурса хутшăнакансен ăсталăхĕпе пултарулăхĕ пысăк шайра пулнине, вĕсем хăйсен профессине чунтан юратнине, ĕç çине творчествăлла пăхнине палăртрĕç. «Çулталăк воспитателĕ» конкурсра пĕрремĕш вырăна «Çăлкуç» ача сачĕн воспитателĕ Ольга Спиридонова тивĕçрĕ. «Çăлкуçри» Светлана Петровăпа Элĕкри «Хĕвел» ача садĕнчи Татьяна Антонова иккĕмĕш вырăна пайларĕç. Тавăтри виççĕмĕш номерлĕ «Пучах» ача садĕнчи музыка енĕпе вĕрентекен Инна Афанасьева виççĕмĕш вырăна тухрĕ.

Асăннă конкурсăн республикăри тапхăрне Ольга Спиридонова хутшăнĕ.

Источник: "Пурнăç çулĕпе" Аликовская районная газета

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429250, Аликовский район, с. Аликово, ул. Октябрьская, д. 15
Телефон: 8(83535) 22-3-86
Факс: 8(83535) 22-5-74
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика